1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
13 августа 2021 г. 19:24

Ачасен вĕренĕвне хăтлă условисенче йĕркелессишĕн

Олег ЛОМОНОСОВ, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ:

Вĕрентекен хăйĕн вĕренекенĕ-сене паха пĕлÿ парассишĕн кăна мар, çавăн пекех вĕсенчен тĕрлĕ енлĕ аталаннă, шухăшлама тата тĕрĕс йышăнусем тума пĕлекен, яваплăха туйса тăракан, мал ĕмĕтлĕ те лайăх çын çитĕнтермелли пархатарлă тĕллеве пурнăçлассишĕн ырми-канми тăрăшса ĕçлет.

Районти педагогсем хăйсен тивĕçне туллин те чыслăн пурнăçлаççĕ. Вĕсен ырми-канми тăрăшулăхĕ, пурнăçра хастар та яваплă пулни, çĕннине çул парассишĕн ăнтăлни пархатарлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçре малашнехи çитĕнÿ-сен çирĕп никĕсĕ пулса тăраççĕ.

Тăвай енри шкулсене çĕнетессипе хĕрÿ ĕç пырать халь, шкулчченхи учрежденисенче те тирпей-илем кĕртеççĕ. «Кашни ача çитĕнĕвĕ» проектпа килĕшÿллĕн тимлеççĕ объектсенче. Районти вĕренÿ учрежденийĕсене тĕпрен юсама 2021 çулта 45,2 миллион тенкĕ уйăрнă. Çурла уйăхĕнче хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçа кĕртессишĕн ĕçлеççĕ вĕсенче.

Районти шкулсенче кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнине тĕрĕслеме пуçларăмăр. Чутейри, Тĕмерти, Мучарти, Тăвайри тата ытти шкулсенче пулнă комисси. Район центрĕнчи шкулчченхи учрежденисенче юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе те кăсăкланнă.

Поделиться:
Распечатать