1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
13 августа 2021 г. 18:59

Халăхпа пĕрле çĕнетеççĕ

«Вĕренÿ» наци проектне Тăрмăшри вăтам шкулта мĕнле пурнăçа кĕртсе пыни пирки Светлана Владиславовна Николаева директорпа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.

— «50 процент е ытларах юхăннă вĕренÿ организацийĕ-сене тĕпрен юсасси çинчен» программăпа килĕшÿллĕн 2020 çулта «Волгаремстрой» тулли мар яваплăхлă обществăпа 16088975,13 тенкĕлĕх контракт турăмăр,— сăмахне пуçларĕ ертÿçĕ.— Ăшăтакан, шывпа тивĕçтерекен тата канализаци системисене çĕнетрĕмĕр. Чÿречесене, урайне, çурт тăррине улăштартăмăр.

Кăçал вара пуш уйăхĕнче «Геолог» тулли мар яваплăхлă обществăпа 9085050,00 тенкĕлĕх контракт çырса ĕçе пуçăнтăмăр. Электросистемăна, пушар сигнализацине, алăксене çĕнетрĕç вĕсем, стенасене штукатурка туса сăрларĕç, актовăй залра сцена турĕç. Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче асăннă коллектива 3949570,00 тенкĕлĕх аукцион çĕнтерÿçи тесе йышăннă. Спортпа актовăй залсен тăррисене улăштарнă, çуртăн икĕ енче фасада ăшă тытакан тунă, витнĕ.

Çак кунсенче пĕрремĕш аукционăн 2560480,00 тенкĕлĕх экономи сумми чухлĕ тепĕр аукцион иртет. Инвалидсем валли туалет тума, кухньăра вентиляци улăштарма, актовăй залпа столовăйĕнче пушар вăхăтĕнче усă курмалли алăксем лартма, картлашкасен карлăкĕсене улăштарма, путвалта электросистема ĕçлессине йĕркелеме, кухньăран тухмалли саппас алăкăн тăррине улăштарма, çавăн пекех спортзалран тухмалли хушма алăк тума планлатпăр. Тăрмăш ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшнипе пирĕн шкул муниципаллă йĕркеленÿсен обществăлла инфрастркутурине аталантармалли вырăнти пуçарупа никĕсленнĕ проектра иккĕмĕш çул активлăх кăтартать. 2020 çулта 1833150,05 тенкĕлĕх «Тăрмăшри шкул картишне йĕркене кĕртесси çинчен» проекта пурнăçа кĕртме 202000,00 тенкĕ пухса пама май килнĕ.

Шкул умĕнчи лапам çĕнелчĕ, паянхи кунпа килĕшÿллĕ вăл халь. Çĕнĕ саксем илсе вырнаçтартăмăр, картасене улăштартăмăр.

Тăрмăшри шкула çĕнетессипе малалла ĕçлетпĕр. 253340,00 тенкĕлĕх «Шкул çурчĕн отмосткине юсасси» проект та пурнăçа кĕрет. Ку бюджет программин условийĕ çапла — ĕç суммин пĕр пайне ялти халăхăн пухса памалла. Ку тĕллеве шкул коллективĕ хăй çине илет, пирĕн 27840,00 тенкĕ пухмалла. Çавăн пекех кăçал 534450,00 тенкĕлĕх «Тăрмăшри вăтам шкул котельнăйĕн-чи газпа ĕçлекен хурансене çĕнетесси» проект пирки те манмастпăр эпир.

2021 çулта «Ÿсĕм лаптăкĕ» центр уçăлать. Физика, хими, биологи предмечĕсене вĕренме 1 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ технологи оборудованийĕ илсе килеççĕ. 50955 тенкĕлĕх принтер, сканер, факс килсе çитнĕ те ĕнтĕ.

Районти вĕрентÿ пайĕ ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви пулăшнипе Тăрмăшри вăтам шкула çÿрекен пуçламăш классенче вĕренекенсем валли 323000 тенкĕлĕх сĕтел-пукан туяннă. Шкула пысăк хăвăртлăхлă интернет кĕртеççĕ.

Çÿлерех асăннă ĕçсене пурнăçлама шкул администрацийĕпе коллективĕ чылай тăрăшнă. Ялта пурăнакансем те чылай тимлеççĕ. Эпир Тăрмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула аталантарма пулăшнисене тав тăватпăр. Шкул вĕренекенсен йышĕпе районта иккĕмĕш шутланать. Районти, республикăри вĕренÿпе спорт пурнăçĕн лидерĕ те, 1500 выпускник кăларнă пурĕ.

2021 çулта пирĕн йыша пĕрремĕш класа каякан 18 ача хушăнать. Эпир çакăншăн савăнатпăр. Ачасем валли шкула чи лайăххи тăвас тесе куллен тимлетпĕр. Вĕренекенсем паха пĕлÿ илччĕр тесе унта хăтлă условисем йĕркелетпĕр. Çитĕнекен ăру валли пурнăçăн никĕсĕ пулса тăрĕ шкул.

Поделиться:
Распечатать