1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
2 августа 2021 г. 12:36

Паянхи çивĕч ыйтупа

Районти Общество канашĕ коронавирусран вакцинаци тăвас ыйтăва çавра сĕтел хушшинче сÿтсе явнă. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, Чăваш Республикин Общество палатин, районти Общество канашĕн членĕ Николай Казаков, районти Общество канашĕн председателĕ Владимир Шакров (сăн ÿкерчĕкре),Тăвай больницин врач-эпидемиологĕ Алексей Петров, районти «Ял ĕçченĕ» хаçат редакторĕ Людмила Якку, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн Канаш хулинчи уйрăмĕн аслă специалисчĕ Галина Бартязова хутшăннă.

Вакцинаци паянхи кун асăннă чиртен хÿтĕлемелли тĕп мел пулса тăрать. Тĕлпулура халăха вакцинацилессипе тухса тăракан тата граждансене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хурав панă. Ку тĕлĕшпе çынсемпе ĕçлемеллине, ăнлантару ĕçне вăйлатмаллине палăртнă унта хутшăннисем.

Чăваш Ене килнĕ черетлĕ вакцинаци дозисене прививка тăвакан пунктсене çитернĕ. Районта та çителĕклĕ вĕсем. Мобильлĕ бригада ялсене тухассине йĕркеленĕ. Ку ĕçе ФАП-сенчи ĕçченсемпе пĕрле ял тăрăхĕсен администрацийĕсен те тухăçлă йĕркелеме хутшăнмалла.

- Ĕнерхи кун тĕлне районта вакцинацин пĕрремĕш компоненчĕпе 2617 (планăн 37,2 проценчĕ) çынна укол тунă, вĕсенчен 1820-шĕ пĕтĕм курсне вĕçленĕ. Стационарсенче 8 çын, амбулатори мелĕпе 6 çын сипленет. Юлашки кунсенче чирлисемпе хутшăнура пулнисем нумайланнă, çирĕм çынран та иртнĕ,— пĕлтерет Людмила Николаева врач-терапевт.—Аса илтеретпĕр, прививка тунă хыççăнах 3-5 кун мунча кĕмелле мар, эрех ĕçмелле мар, физкультура хусканă- вĕсене тума тăхтамалла. Çав вăхăтра хăш-пĕрисен вăй чакма, инъекци вырăнĕ ыратма, ÿт температури хăпарма пултарать. Çак паллăсем вакцина тунипе организм кĕрешнине пĕлтерет.

Прививка тунă хыççăн тепĕр хут чирлеме пултарасси çинчен те пĕлесшĕн ытларахăшĕ. Ун пек тĕслĕх те пулнă районта . Вĕсем чире çăмăл тÿссе ирттереççĕ. Паян вара вирусран хăтăлмалли пĕртен-пĕр мел — вакцинаци тутарасси çинчен манас марччĕ.

Çакна та каласа хăвармалла, кăрлач тата нарăс уйăхĕсенче прививка тутарнисем республикăра, çав шутра районта та, ревакцинацие пуçăннă. Вĕсен хисепĕ районта çирĕме яхăн.

 Владимир Шакров, Тăвай районĕн Общество канашĕн ертÿçи:

Анлă сарăлнă чирпе кĕрешмелли чи витĕмлĕ мел – халăха вакцинаци тăвасси. Паллах ĕнтĕ, çын, общество пурнăçĕнчи палăрмалăх çĕнĕлĕхсене хирĕç тăракансем те тупăнаççĕ. Вĕсем е хăйсен шухăшĕсене, е Интернетра вуланине тата «сарафан радиовĕ» пĕлтернине васкасах ытти çынсем патне ĕненмеллех çитереççĕ. Ку суя хыпара пуçа чикнисем, чĕре патне çитернисем вара больницăна кайма васкамаççĕ. Хăйсем мĕнле суя «вăлтана» çакланнине те ăнкармаççĕ, сывлăхшăн хăрушă хыпара тата ытти пĕлĕшсем патне илсе çитереççĕ. Çакăн пек хăтланни сиен кăна кÿрет. Кашни çын хăйĕн тата таврари çынсен сывлăхĕ пирки шутласа вакцинаци тутарсан гражданла тивĕçе пурнăçлани пулĕ. Вара ковид чирĕ пуçланас умĕнхи пек пурăнма пуçлăпăр, чылай çын пурнăçне сыхласа хăварăпăр.

Поделиться:
Распечатать