1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
2 августа 2021 г. 12:32

Район хаçачĕ - вырăнти хыпарсен çăлкуçĕ

Нумайранпа Тенеялĕнче тĕпленсе пурăнакан Надежда Константиновна Анисимова (сăн ÿкерчĕкре) Етĕрне хĕрĕ. Тăвай ене Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтерсен направленипе ĕçлеме килнĕ вăл.

Тенеяль çамрăкĕпе Виталий Анисимовпа мăшăрланса, яланлăхах кунта юлнă, вырăнти ветпунктра ĕçленĕ, ытти ветеринарсемпе пĕрле халăхăн тата колхозăн выльăхĕсене пăхса тăнă, профилактика ĕçĕсене мала хунă. Эмелпе çеç мар, сиплĕ курăксемпе те пĕлсе анлă усă курнă, халăха тĕрлĕ чир-чĕр тата вĕсенчен сыхланмалли майсем çинчен каласа ăнлантарнă. Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Альбина Сергеевна Иванова çав çулсенче Тенеяль ферминче выльăх пăхнă та, ветеринарсен ун чухнехи ĕçне-хĕлне ырăпа хакласа каласа парать. Тăвай сăртĕнчи пысăк инкеке лекнĕ хыççăн Надежда Константиновнан ветеринар ĕçне хăварма тивнĕ.

Мăшăрĕпе Виталий Николаевичпа пĕрле ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ, иккĕшне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă, ывăлĕ информатикăна кăмăлланă, хĕрĕ — врач.

Надежда Константиновна хăй çамрăкранпах кĕнеке, хаçат-журнал вулама юратнине каласа парать. Тăвай ене килнĕренпех район хаçачĕпе туслă, «Ял ĕçченне» вăл кашни çулах илсе тăрать, кăçал та çырăннă ăна, кашни эрнерех хапăлласа кĕтет, кÿршисене те сĕнет, мĕншĕн тесен «район хаçачĕ - вырăнти тата пурнăçри информаци çăлкуçĕ» - тет. Пĕр вăхăтрах «Тăван Атăл» журнал та çырăнса илет ял хĕрарăмĕ, унта пичетленекен сăвă-калавсене, ытти хайлавсене чунтан кăмăлласа вулать, хăшпĕр паллă çыравçăсемпе тата наци радиовĕпе çыхăну тытать.

И.ГЛАДКОВ.

 

Поделиться:
Распечатать