1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 23 Апрель 2024 г.
11 февраля 2022 г. 18:18

Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсемпе

«Пире республикăри медиа малашне те вăхăтпа шай аталанса пыни кирлĕ. Журналистика тăваттăмĕш власть пĕлтерĕшне нихăçан та çухатман. Тĕрĕс информацие вăхăтра çитерни, тишкерÿпе критика обществăшăн кирлĕ, патшалăх влаçĕшĕн вара кулленхи ĕçре çитменлĕхсене вăхăтра хаклама пулăшни питĕ тенĕ республика Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ, журналистсене Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсемпе саламланă май.

Уявăн историйĕ Раççейри пĕрремĕш пичет хаçачĕн кăларăмĕпе çыхăннă. 1703 çулхи кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Пĕрремĕш Петĕр патша хушăвĕпе йĕркеленнĕ «Ведомости» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă.

Чăвашсен пĕрремĕш «Хыпар» хаçачĕ Хусанта, 1906 çулхи январĕн 8 (21)-мĕшĕнче тухма пуçланă. Çавăнпа Чăваш пичечĕн уявне кăрлачăн виççĕмĕш канмалли кунĕнче паллă тума тытăннă.

Специалистсен хаклавĕ тăрăх, халĕ Раççейре 50 пин ытла пичет кăларăмне регистрациленĕ.

«Пуриншĕн те йывăр пулнă 2020 çулта пирĕн республика прессин информаципе социаллă ĕç-хĕлĕ уйрăмах уççăн палăрчĕ. Медиксемпе тата социаллă ĕçченсемпе пĕрле шăпах журналистсем пандемипе кĕрешмелли малти фронта тухрĕç. Больницăсене, тĕрлĕ учрежденисене оперативлăн тухса çÿрерĕç, хăйсен хăрушсăрлăхĕ çинчен шухăшламасăр малтан професси тивĕçне пурнăçларĕç.

Çулталăк хушши журналистсем пире мĕн пулса иртнине тишкерсе, асăрхаттарса, хăш-пĕр чухне ним тума пĕлмесĕр аптăраса ÿкнĕ çынсене мĕнле пулăшма пултарни çинчен пĕлтерчĕç.

Пирĕн хаçатсем пĕлтĕр Çĕнтерÿ пулнăранпа 76 çул çитнине халалланă материалсем пичетлесе кăларчĕç, унта фронтовиксемпе вĕсен çемйисен шăписем, сăнÿкерчĕкĕсем пичетленчĕç.

Хаклă туссем! Сире чун-чĕререн çĕнĕ çутă сюжетсем, пултарулăхăрта киленÿ тупма, çирĕп сывлăх тата пысăк телей сунатăп!» — тесе палăртать Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.Николаев.

Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» кун çути курнăранпа 115 çул, чăваш радио йĕркеленнĕренпе — 95 çул, регионти телехыпарлав эфира тăтăш тухса тăма тытăннăранпа 60 çул çитрĕ пĕлтĕр.

Чăваш енĕн хальхи массăллă информаци хатĕрĕсем регионти журналистикăн чи ырă та лайăх йăли-йĕркине тивĕçлипе малалла аталантарса пыраççĕ. Унпа пĕрлех вĕсем çĕнĕ форматсене хастарлăн ĕçе кĕртеççĕ, хăйсен вулакан-кураканĕсен йышне ÿстерес тĕллевпе информацие сармалли ку чухнехи мелпе анлăн усă кураççĕ.

Тăвай райĕнĕнчи «Ял ĕçченĕ» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1935 çулхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче кун çути курнă.

Ăна А.Ф.Каховский тĕп редактор алă пусса кăларнă. Тиражĕ 1000 экземпляра çитнĕ. Икĕ пичет страниципе, эрнере виçĕ хутчен «Большевикла колхозшăн» ятпа тухнă. Кайран вырăнти пичет кăларăмĕ «Сталин ялавĕ», «Ленинец» ятсемпе кун çути курнă, 1966 çултанпа вара — «Ял ĕçченĕ» ятпа.

Ăна компьютерпа усă курса наборлама пуçланăранпа сăн-сăпачĕ çĕнелчĕ, содержанийĕ пуянланчĕ. Страницăсем тăтăшах сăн ÿкерчĕксемпе пичетленеççĕ.

«Тăвай районĕн «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕ» автономи учрежденийĕн коллективĕ 2021 çула начар мар вĕçлерĕ. Хаçата та кăçал пурĕ 2000 яхăн экземпляр  çырăннă.

Нумай çул редакцинче ĕçленĕ пичет ветеранĕсем — Г.В.Соловьев, И.И.Соловьев, В.И.Илларионов, Т.Г.Егорова çыхăнăва татмаççĕ, журналистсен ĕçĕсемпе интересленсех тăраççĕ.

Людмила Валериановна Якку тĕп редактор вунпилĕк çула яхăн лайăх йĕркелесе пырать редакцин çăмăл мар ĕçĕсене.

И.И.Гладков (50 çул), Р.В.Шумова (40 çул), А.А.Никитинапа М.П.Семенова (37 çул), В.К.Кайсарова (вунă çула яхăн) тăрăшса пурнăçлаççĕ хăйсен тивĕçĕсене.

Çулталăк пуçланчĕ кăна-ха. Кăрлач уйăхĕн виççĕмĕш канмалли кунĕнче Чăваш пичечĕн уявне паллă тăваççĕ. Вулакансемпе пĕрле хаваслăн, ĕçри çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ журналистсем хăйсен профессиллĕ уявне.

Район хаçачĕн ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене, обществăлла корреспондентсене, вулакансене, «Тăвайри кооператив» потребобщество сутуçисене, почта ĕçченĕсене Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсемпе чун-чĕререн саламлатпăр!

Çирĕп сывлăх, творчество ĕçĕнче ÿсĕмсем, хавхалану сунатпăр. Хаçата çырăнса илекенсем патне те çитчĕр ăшă сăмахсем. Эсир пире шанни ĕçлес хастарлăха ÿстерет.

Почта ĕçченĕсене те ырăпа палăртатпăр. Вĕсем кирек епле çанталăкра та хаçата вулакансем патне çитерессишĕн тăрăшаççĕ. Влаç органĕсен представителĕсене, депутатсене, ертÿçĕсене, сывлăх сыхлавĕнче тата вĕренÿре тăрăшакансене, культура, социаллă сфера, право сыхлавĕн органĕсен ĕçченĕсене кулленхи ĕçре ăнăçусем сунатпăр, пирĕн хушăри çыхăну çирĕпленсех пытăр.

Вăрăм ĕмĕрлĕ, сывлăхлă пулăр!

"Ял ĕçченĕ" хаçат редакцийĕ.
Поделиться:
Распечатать