1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
25 апреля 2020 г. 10:50

Врио Главы Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем чувашского языка

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, культурăн чаплă ĕҫченĕн тата чăваш халăхĕн аслă вĕрентекенĕн, паянхи чăваш ҫырулăхĕн йĕркелӳҫин Иван Яковлевич Яковлевăн ҫуралнă кунĕнче, эпир ҫулсерен Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр.

Тăван чĕлхе наци хăйне евĕрлĕхне - культурăна, йăла-йĕркене никĕслет. Паян патшалăх кашни халăхăн тăван чĕлхине упраса хăварассине, ăна тĕпчесе малалла аталантарассине гарантилет. Чăваш чĕлхи - пирĕн халăхăн истори никĕсĕ, тĕп пуянлăхĕ, халăх ăс-хакăлĕн, кăмăл-сипечĕн ҫӳпҫи, наци пĕрлĕхĕн палли.

Паян пирĕн тăван чĕлхе илемĕпе пуянлăхне упрассишĕн ҫине тăракан, ҫитĕнекен ăрăва тăван сăмаха тата хамăрăн халăх историне хисеплеме вĕрентсе воспитани паракан, чĕлхе ăруран ăрăва куҫассине тивĕҫтерекен мĕнпур ҫынна чунтан тав тăватăп. Ҫакăнта - пирĕн халăх аслăлăхĕпе пĕрлĕхĕн никĕсĕ.

Пурне те ҫирĕп сывлăх, ырлăх, мĕн пур ĕҫре ăнăҫу сунатăп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                                Олег Николаев 

Первоисточник: Пресс-служба Администрации Главы Чувашской Республики
Поделиться:
Распечатать