1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 7 Ноябрь 2024 г.
30 сентября 2021 г. 22:32

Суйлавсем политикăра çĕнĕ çынсем кирлине кăтартса пачĕç

Раççейре парламент суйлавĕсем вĕçленчĕç. Вĕсене суйлавçăсен 51,7 проценчĕ хутшăннă, «Единая Россия» вара çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çав хушăрах, Тĕп суйлав комиссийĕн пуçлăхĕ Элла Памфилова каланă тăрăх, конституциллĕ ытларахăшĕ пулнине пăхмасăр, парти хăйĕн 2016 çулхи результачĕсене кăштах начарлатнă. Анчах суйлавсен результачĕ-сем çав-çавах интереслĕ пулса тухнă.

 

РФ Патшалăх Думи темиçе созыв ĕнтĕ тăватă партирен тăнă. Çавăнпа çĕнелнĕ парламента пиллĕкмĕш парти (вăл «Çĕнĕ çынсем» парти) кĕнине чутах сенсаци темен.

Кăçалхи сентябрьте пилĕк процентлă барьера «Çĕнĕ çынсем» регионсенчи парламентсен суйлавĕсенче те çĕнсе илнĕ. Асăннă партие Карелири, Чăваш Енри, Камчаткăри, Красноярск крайĕнчи тата ытти 16 регионти законсем кăларакан влаç органĕсенче курасшăн пулнă.

«Сенсаци: Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕнче политика партийĕсен хисепĕ пĕр хут çурă ÿсет. Историре пĕрремĕш хут республика парламенчĕ ултă партирен тăрĕ. Унта — тÿррĕн е куçăмлă пĕлтерĕшпе каласан та — çĕнĕ çынсем кĕнĕ»,—пĕл-тернĕ Чăваш Енри Тĕп комисси председателĕ Александр Цветков.

Иртнĕ суйлавсем уçăмлатнă тепĕр туртăм вăл — халăхăн политика интересĕ ÿсни. Раççейре пурăнакансем хăйсен сассисене пĕлекен çынсемшĕн тата партисемшĕн ахальлĕн паман, ăна чылай тарăннăн ăнланса тунă. Çакă вăл вырăнти суйлав кампанийĕсенче те палăрнă. Сентябрĕн 17—19-мĕшĕсенче тăхăр регионта пурăнакансем губернатора суйланакансемшĕн те сасăланă: суйлавăн пĕрремĕш тапхăрĕнчех вĕсем тивĕçлĕ сасă пухнă.

Кăçал участоксенче 500 пин сăнавçă суйлав мĕнле иртнине сăнаса тăнă, çакă вăл 2016 çулхи парламент суйлавĕсенчипе танлаштарсан икĕ хута яхăн нумайрах. Анчах уйрăмлăхсем çакăнпа кăна вĕçленмеççĕ. Ку чухнехи цифровизаци условийĕсенче умĕнхи суйлавсем ытла та кивĕ йăла-йĕрке пек курăнаççĕ: пĕр суйлав кунĕ — вырсарникун, открепительнăй удостоверенисен кăткăс системи, социаллă сетьсенче палăрманни.

Юлашки пилĕк çул хушшинче системăна тĕпрен тенĕ пек улăштарма тата суйлавçăсен ку чухнехи ыйтăвĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркелеме май килнĕ. Виçĕ кун хушши сасăланипе суйлава канмалли кунсенче участоксене пыма пултарайман çынсемшĕн те меллĕ туса хунă. Суйлавçăсене инçетрен сасăлама майсем туса пани те кăмăла кайнă.

Сасăлав мĕнле пынине сăнаса тăрасси те улшăннă. Кашни регионтах ятарлă обществăлла штабсем туса хунă. Видеосăнавăн 100 пин ытла камери ÿкерсе парса тăнă. Штабсене кăмăл тăвакансем кирек кам та кĕме пултарнă. Социаллă сетьсем те хăйсен пĕлтерĕ- шне пурнăçланă. Усă куракансем пĕлтерÿсене хăйсен страницисене тата тематика аккаунчĕсенче вырнаçтарнă, участоксенчен трансляциленĕ, сăн ÿкерчĕк- семпе тата видеопа усă курнă. Çаксем пурте сăнава уçăмлă тата массăллă туса хунă.

Поделиться:
Распечатать