Патриотла акци вăхăтĕнче Тăвайри культура çур-тĕнчи концертра пухăннă укçа-тенкĕне ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшма яраççĕ.
Тăвайсем фронта СВО пуçланнăранпах пулăшма тытăннă. Чи малтанах «Хастар та вăрăм ĕмĕр» центрти волонтерсем пуçăннă хÿтĕлев сеткисем çыхма. Пĕрне кура — теприсем. Паян 19 ыр кăмăллăх пунктĕнче хавхаланса ĕçлеççĕ, ĕçе çÿренĕ пекех çÿреççĕ. Салтаксен пурнăçне, çар хатĕрĕсене сыхласа хăварма тăрăшаççĕ çапла майпа, пысăках мар пенси укçинчен сетка никĕсĕ валли материалне те хăйсемех туянаççĕ. Чыс та мухтав вĕсене!
Çĕнĕ Ишпуçсем, акă, Ольга Архипова ертсе пынипе фронтрисем валли типĕ апат хатĕрлессине йĕркеленĕ. Фойере вĕсене тутанса пăхма та пултарчĕç. Мучарти Ольга Наумова, Зинаида Коровина, Анна Цапина, Галина Пугачева, Валентина Лаврова, Любовь Кириллова волонтерсен ячĕпе дронсенчен хÿтĕлекен плащсем, гетрăсем çĕлеме ыйтнă саккаса вăхăтра пурнăçланăшăн Тав туни килнĕ ентеш-хÿтĕлевçĕсенчен. Гуманитари грузне малти линие вăхăтра çитерекен волонтерсем те мухтава тивĕç. Енĕш Нăрваш çамрăкĕсем тимĕр-тăмăр пухса фронт валли укçа ĕçлесе илнĕ. Çавăн пек курăнусем, видеороликсем туха-туха пычĕç концерт вăхăтĕнче тулли зал умне.
Концерта Тăвай халăх хорĕ уçрĕ (ертÿçи Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Римма Маркова, купăсçи Владислав Степанов). «Раççей çĕрĕ» юрăпа «Çĕнтерÿ хайлавĕсем» çынсен чунĕсене хускатрĕç. Çакăн пекех халăх хорĕн арçынсен ушкăнĕ «Тульская оборонная» юрра чаплăн шăрантарчĕ. Хастар юрăçсен ятне асăнса хăварас килет: ушкăн солисчĕсем — В.Г.Сидоров, В.В.Козлов, Р.А.Сергеев, А.Н.Матросов, С.Н.Дмитриев, В.А.Марков. Çак ушкăн тата та ытларах çĕнĕ юрăсем парнелессе шанса тăраççĕ куракансем.
Егор Иванов вĕренекен (Улянкă) «Встанем» юрăпа патриот туйăмне çĕклерĕ. Чăнах та, юрă мăнаçлăн шăранчĕ. Сасси таса та янăравлă, куракансен куçĕсем те шывланчĕç юрланă самантра.
«Тăвай Ен» халăх ансамблĕ, Надежда Петровапа Владислав Степанов, Надежда Иванова, Светлана Семенова, Оксана Храмова, Михаил Федоров, Надежда Демина, Роман Сергеев тата ытти юрăçсен пултарулăхĕ те пирĕн халăхăн пĕрлĕхне кăтартрĕ.
Патриотлăх туйăмне çĕклекен ыркăмăллăх концертĕнче Çĕнĕ Пуянкассинчи «Задоринки» ташăçăсен 3 ушкăнĕн (ертсе пыраканĕ Татьяна Ефимова) ăсталăхĕ те, Тăрмăшри Даша Павлова (5 класс) юрлани те — чи курăмлă самантсем.
Çапла концертра çитĕ-некен ăру та çĕршыв пуласлăхĕ хăйсен аллинче пулнине çирĕплетрĕ пулĕ. Вĕсем те вĕт каникул кунĕсенче маскировка сеткисем çыхма, СВОна пулăшса ытти ырă ĕçсене хутшăннă. Кашни номертех йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерме хăнăхни, пĕрлĕхре вăй пулни палăрчĕ. Йăнтăрчăри Иван Зайцев вĕренекен патриотизм тематикипе çыхăннă юрăсен кĕввисене баянпа илемлĕн кăларчĕ. «Сударушки» (Мучар), «Сурпан» (Тушкил) ушкăнсем те хавхалантарчĕç куракансене.
Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Семенова çар операцийĕнчи хамăрăн хÿтĕлевçĕсемпе чăннипех мухтаннине, тыл фронтпа пĕр пулнине палăртрĕ. Ятарлă çар операцинчи салтаксене пулăшма йĕркеленĕ ыр кăмăллăх концерчĕн участникĕсене, куракансене тав турĕ.
Пирĕн артистсем госпитальсенче, салтаксем умĕнче, залсенче 1,5 млн ытла концерт панă. Тăвай енри пултарулăх ушкăнĕсемпе юрăçсем те хăйсен пĕрлĕхне кăтартрĕç çав каç.
Раиса ШУМОВА