Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов Ульяновскра федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен саккун кăларакан влаç органĕсен ассоциацийĕн ларăвне хутшăннă.
Икĕ куна пынă ларура округри субъектсенче пилотсăр авиацие аталантармалли стратегие пурнăçлассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене тишкернĕ. Кун йĕркинче çавăн пекех — регионсен йăлана кĕнĕ ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене упраса хăварассин, çирĕплетессин теми. Унсăр пуçне çамрăк парламентарисемпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине уявламалли мероприятисен пĕрлехи планне сÿт- се явнă. Тĕрлĕ регион представителĕсем кÿршĕ облаçри предприятисен ĕçĕпе те паллашнă.