1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
27 ноября 2020 г. 8:46

Чăваш çĕрĕн çĕр пин тĕрĕ

Чăваш тĕрри – асам тĕнчи,

Унта ман халăхăн шăпи.

Кун-çулĕ, савнăçĕ, хуйхи,

Мал ĕмĕтпе çут ăраскалĕ.

Чăваш тĕрри – çыруллă тĕрĕ

Вăрттăнлăха уçма чĕнет.

Чăваш çырулăхĕн никĕсне хываканĕ И.Я.Яковлев «Чăвашăн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ» - тенĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.А.Николаев хушăвĕпе 2020 çулхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче  пĕрремĕш хут   Чăваш тĕррин кунне уявлама çирĕплетнĕ.

Çак куна халалласа Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та савăнăçлă уяв иртрĕ. Уява усал чире пула чăваш чĕлхипе литература кабинетĕнче, этнографи кĕтесĕнче, библиотекăра  уйрăм классемпе  ирттерме тиврĕ. Тĕрĕ çинчен ачасем  çĕннине нумай пĕлчĕç. 6В класра вĕренекенсем эреш-тĕрĕ ÿкерçи, чăваш халăхĕн алă тĕррин управçи Е.И.Ефремовăна халалласа стенд хатĕрлерĕç(Чăваш тĕррин кунне те ÿкерçĕ çуралнă кунпа çыхăнтарнă).

Уяв «Илемлĕ,илемлĕ чăваш тĕрри…» юрă-ташăллă композиципе пуçланчĕ.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г.А.Степанова ачасене Е.И.Ефремовăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.

И.Н.Николаева вĕрентекен те ачасене  çыруллă чăваш тĕррин вăрттăнлăхне уçса пачĕ.

  Ачасем чăваш тĕрри ытти халăх тĕррисенчен кăткăс, илемлĕ пулнине, çип шутласа тĕрленипе уйрăлса тăнине, ĕлĕкхи вăхăтра чăваш тĕрĕ ăстисем тĕрленĕ чухне вăтăр ытла çĕвĕпе тата çĕвĕсен хĕрĕхе яхăн тĕсĕпе уса курнине пĕлчĕç.

Халăхра çапла калаççĕ: «Чăваш тĕрри çыруллă», -  теççĕ.  Тĕрĕсем çинчи эрешсене вулама пĕлсессĕн тĕрĕçĕ мĕн каласшăн пулнине пĕлме пулать иккен. Вĕсем çынсене, чĕр чунсене, карапсене,йывăç-курăка пĕлтернĕ. Хĕвеле, çăлтăрсене, шыва, вут-çулăма пуç çапнине пула чăваш тĕрринче çак паллăсем чи малти вырăнта пулнă. Авалах чăвашсем хăшпĕр тĕрĕсенче тĕнче тытăмне хăйсем мĕнле курнине ăнлантарса пама тăрăшнă.

Библиотекăра вара Л.В.Федорова 5Б класс ачисене  чăвашсен ытти тĕрĕ ăстисем çинчен каласа пачĕ, вĕсен тĕрлĕ тĕрĕ-эреш çинчен çырнă кĕнекисемпе  паллаштарчĕ. Вăл шкулти пултаруллă вĕрентекенсен  - Э.В.Николаева, Н.Е.Турханова -  тĕрленĕ ĕçĕсен выставкине те йĕркеленĕ. Ачасем вĕсен касăклă тĕррисемпе киленчĕç.

Унтан 5Б класра вĕренекенсем чăваш тĕррин асамлăхĕ çинчен хайланă сăвăсемпе паллаштарчĕç, Табаева К. «Илем» юрăпа ачасене тыткăнларĕ.

«Аваллăх ахрăмĕ» этнографи кĕтесне  «Шевле» тата «Эхо старины» кружока çÿрекенсем  чăваш тĕррисемпе илем кĕртрĕç.

Чăваш тĕррин уявĕ ачасене килĕшрĕ,  йăх-несĕлсен ĕçне-хĕлне хисеплеме, хаклама вĕрентрĕ.

Первоисточник: МБОУ "Янтиковская СОШ"
Поделиться:
Распечатать