1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 23 Ноябрь 2024 г.
21 февраля 2020 г. 18:38

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан О. Николаев Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕпе саламлать

Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем!    

Паян тӗнчипех Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑваҫҫӗ! Ку вӑл ҫамрӑк, анчах питӗ пӗлтерӗшлӗ уяв.

Тӑван чӗлхе – нимрен хаклӑ пуянлӑх, наци культурин никӗсӗ. Тӑван сӑмах пурӑнма, хамӑра тата ыттисене лайӑхрах пӗлме пулӑ­шать.

Пӗтӗм Раҫҫейри 2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Раҫҫейре чӑвашла калаҫакансен шучӗ 1 миллион ытла ҫынпа танлашать. Ҫакӑ витӗмлӗ йыш.

Тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекенсене, ҫырулӑх тӗпчевҫисене, этнографсене, филологи факультечӗн преподавателӗсене пӗтӗм чунтан тав тӑвас тетӗп. Эсир тӑван чӗлхене тӗпчетӗр тата ун­ӑн асамлӑхне палӑртакан пӗлӗве ытти ҫынсене паратӑр, ҫапла майпа пирӗн халӑхӑмӑрӑн культурипе историне тата йӑли-йӗркине сыхласа хӑваратӑр, чӗлхемӗре хисеплеме вӗрентетӗр.

Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫынах тӑван чӗлхе пуласлӑхӗшӗн ҫине тӑрса тӑрӑшассине, халӑх йӑли-йӗрки вара, типтерлӗн упранса, ӑрура-ӑрӑва йӗркеллӗн куҫса пырассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан                       О. Николаев.

Поделиться:
Распечатать