Хаклă ентешĕмĕрсем!
Раҫҫей Федерацийĕн Хĕҫ-пăшаллăвăйĕсен хисеплĕ ҫар ҫыннисемпе ветеранĕсем!
Сире Тăван ҫĕршыв хÿтĕлевҫин кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Ҫак уяв Раҫҫей салтакĕн чысĕпе хăюлăхне, тÿсĕмлĕхĕпе паттăрлăхне сăнарлать.
Тăван ҫĕршыв ырлăхĕшĕн ĕҫлессинчен, унăн наци интересĕсене хÿтĕлессинчен сумлăрах тата пархатарлăрах ĕҫ урăх ҫук. Хăть хăш саманара та ҫарпа флот Раҫҫейĕн ҫирĕп тĕревĕ пулнă, патриотизм тата ҫар тивĕҫне чунтан парăнни пирĕн халăхăн нихăҫан улшăнми хаклăхĕсем шутланаҫҫĕ.
Кăҫал чаплă пулăма – Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинчи Ҫĕнтерÿ 75 ҫул тултарнине уявлатпăр. Эпир ветерансен паттăрлăхĕ умĕнче пуҫăмăра таятпăр, пирĕн сăваплă тивĕҫ – ҫапăҫу хирĕсенче Тăван ҫĕршывшăн ҫапăҫса пуҫĕсене хунă паттăрсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытасси.
Иртнĕ кун-ҫул тапхăрĕсем пире мирлĕ пурнăҫа хаклама тата упрама вĕрентеҫҫĕ. Ҫар тумĕллĕ кашни ҫыншăнах паян ҫĕршыври тăнăҫлăхран тата унта пурăнакан ҫынсен ырлăхĕнчен хаклăраххи нимĕн те ҫук.
Раҫҫей умĕнчи тивĕҫе тÿрĕ кăмăлпа, ăна чунтан парăнса пурнăҫлакан, аслă патшалăхăмăрăн мухтавĕпе хăватлăхне ÿстерсе пыракан мĕнпур ҫынна тав тăватăп.
Сире тата сирĕн ҫемйĕрсене тăнăҫлăх, пĕтĕм лайăххине тата телей сунатăп!
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев
Дорогие земляки!
Уважаемые военнослужащие и ветераны Вооруженных Сил Российской Федерации!
От всей души поздравляю вас с Днем защитника Отечества!
Этот праздник олицетворяет честь, доблесть, стойкость и отвагу российского воина.
Нет более почетной миссии и благороднее призвания, чем служить Родине, отстаивать ее национальные интересы. Во все времена армия и флот были твердым оплотом России, а патриотизм и верность воинскому долгу являлись непреходящими ценностями нашего народа.
В этом году мы отмечаем знаменательную дату – 75 лет со Дня Победы в Великой Отечественной войне. Мы преклоняемся перед подвигами ветеранов, наш святой долг – сохранить память о героях, сложивших головы на полях сражений во имя Родины.
Уроки прошлого учат нас ценить и беречь мир. Для каждого, кто сегодня носит военную форму, нет ничего важнее, чем мир в родной стране и благополучие соотечественников.
Благодарю всех, кто честно и преданно служит России, укрепляет славу и мощь нашего великого государства.
Желаю крепкого здоровья, мира, добра и счастья вам и вашим семьям!
Временно исполняющий обязанности Главы Чувашской Республики Олег Николаев