1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
23 марта 2020 г. 10:35

«Чăвашла уяв янратăр!» сценарисен конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ

2020-мĕш çулхи «Чăвашла уяв янратăр!» сценарисен конкурсĕ иртрĕ.

Конкурса тĕрлĕ вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекен педагогсем хутшăнчĕç. Жюри пурĕ 163 ĕç пăхса тухрĕ. Вĕсенчен  «Ача ашшĕ-амăшĕн пухăвĕн сценарийĕ» номинацире – 9 ĕç, «Класс сехечĕн сценарийĕ» – 17 ĕç, «Спорт мероприятийĕн сценарийĕ» – 7 ĕç, «Уроксем хыççăнхи мероприятин сценарийĕ» – 38 ĕç, «Уяв сценарийĕ» – 92 ĕç пулчĕ.

Конкурса тăратнă ĕçсене тимлĕн вуласа тухнă хыççăн жюри 58 çĕнтерÿçĕпе призёра палăртрĕ:

  • Сучкова Валентина Ильинична, Тĕмер вăтам шкулĕ, «Уроксем хыççăнхи мероприятин сценарийĕ» - призёр;
  • Егорова Ирина Ивановна, Йăнтăрчă вăтам шкулĕ, «Уроксем хыççăнхи мероприятин сценарийĕ» - призёр;
  • Лазарева Антонина Александровна, Енĕш Нăрваш вăтам шкулĕ, «Уяв сценарийĕ» - çĕнтерÿçĕ;
  • Григорьева Зинаида Николаевна, Тăрмăш вăтам шкулĕ, Степанова Галина Федоровна, Енĕш-Нăрваш вăтам шкулĕ, «Уяв сценарийĕ» - призёр;
  • Кузьмина Галина Ивановна, Енĕш-Нăрваш вăтам шкулĕ, «Уяв сценарийĕ» - призёр;
  • Фомина Лариса Владимировна, «Асамат кĕперĕ» ача сачĕ, «Уяв сценарийĕ» - призёр.

Сценарисем тематика пуянлăхĕпе палăрса тăраççĕ. Ку енчен уйрăмах ача сачĕсен воспитателĕсене ырламалла. Чылай сценари Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулĕпе çыхăннă. Сценари тума проза материалĕпе те, поэзипе те усă курнă. Илемлĕ литература тексчĕсенчен пьесăсем тăвакансем пур. Чылай сценарие юрă-ташă пуянлатать.

Чи лайăх ĕçсене пуçтарса сценарисен пуххи кăларма палăртнă.

Конкурса хутшăннине ĕнентерекен сертификатсене тата çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен дипломĕсене мартăн 26-мĕшĕ тĕлне заявкăра кăтартнă адреспа (электрон формăпа) ярса паратпăр.

Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, яланах хастар пулма сунатпăр.

Поделиться:
Распечатать