1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 17 Май 2024 г.
12 декабря 2023 г. 20:23

Олег Николаев поздравляет с Днем Конституции Российской Федерации

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

30 ҫул каялла, 1993 ҫулхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, этемӗн тата гражданинӑн тӗп прависемпе ирӗклӗхӗсене чи пысӑк хаклӑх пек ҫирӗплетнӗ Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине пӗтӗм халӑх сасӑлавӗпе йышӑннӑ. Патшалӑхӑн право тытӑмӗн тӗп пайӗ пулнӑ май, Конституци Раҫҫей аталанӑвӗн демократилле ҫул-йӗрне палӑртрӗ, обществӑн мӗнпур сферинех ҫӗнетмелли никӗс пулса тӑчӗ. Ҫӗршывӑмӑрӑн Тӗп саккунӗ патшалӑх суверенитетне тата влаҫ саккунлӑхне ҫирӗплетес, гражданла институтсене туса хурас ӗҫре пысӑк витӗм кӳчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен пахалӑхлӑ ҫӗнӗ статусне йӗркелерӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ ҫӗршывӑмӑрта пулса иртекен улшӑнусене шута илсе аталанать. Нумаях пулмасть кӑна-ха унта пенсисемпе социаллӑ пособисене тӑтӑшах индексацилесе тӑрассине, Раҫҫей Тӗп саккунӗ патшалӑхсем хушшинчи органсен йышӑнӑвӗсенчен ҫӳллӗрех шайра пулнине, федераци йышне ҫӗнӗ регионсене кӗртессине тата Раҫҫей статусне социаллӑ тӗллевлӗ, суверенлӑ тата ятлӑ-сумлӑ та хӑватлӑ ҫӗршыв пек палӑртакан ытти положенисене кӗртессине ҫирӗплетсе хӑварнӑччӗ.

Конституци принципӗсене тӗпе хурса эпир вӑйлӑ та мал ӗмӗтлӗ Раҫҫей патшалӑхне тӑвассишӗн вӑй хуратпӑр. Пултаруллӑ ӗҫӗмӗр, ҫӗршыв пуласлӑхӗшӗн кашниех яваплӑ пулнине туйса тӑни эпир пурте пӗрле Тӑван ҫӗршывӑмӑр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме пултарасса, вӑхӑт кӑларса тӑратакан пӗтӗм йывӑрлӑха ҫӗнтерессе, ҫынсен пурнӑҫне хӑтлӑ та ӑнӑҫлӑ тӑвасса ҫирӗппӗн шанма май парать.

Пурсӑра та ҫитӗнӳсем, мӗнпур лайӑххине тата тӑнӑҫлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                                         Олег Николаев

Поделиться:
Распечатать