1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Июль 2024 г.
20 августа 2023 г. 19:55

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём города Чебоксары

Шупашкарӑн хаклӑ ҫыннисем!

Сире Хула кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

 

Кӑҫал Чӑваш Ен тӗп хули 554 ҫул тултарнине уявлать.

Шупашкар – Чӑваш Ен чӗри, Атӑлҫи ахахӗ, пуян культурӑллӑ тата кӑсӑк кун-ҫуллӑ хула. Вӑл ҫулсерен хӑтлӑланнӑҫемӗн хӑтлӑланса тата пурӑнма илӗртӳллӗ вырӑна ҫаврӑнса пырать – инфратытӑм аталанать, социаллӑ объектсем ҫӗкленеҫҫӗ, пурӑнмалли ҫуртсен картишӗсем тирпейленсе илемленеҫҫӗ, ҫулсем ҫӗнелеҫҫӗ, хулара пурӑнакан кашни ҫыншӑнӑх канма тата сывлӑха ҫирӗплетме, тӗрлӗ енлӗн аталанма тата хӑйӗн пултарулӑхне туллин уҫса пама паха майсем йӗркеленеҫҫӗ. Ҫакӑн валли пӗтӗмпех пур – патшалӑх программисем, халӑх паракан сӗнӳсем тата хула ҫыннисен хастарлӑхӗ. Вӗсем – шӗкӗр хуламӑрӑн тӗп пуянлӑхӗпе мӑнаҫлӑхӗ.

Тӑван Шупашкарӑмӑр тата та хӑтлӑланса илемлентӗр, Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи тата тӗнчери туристсене хӑй патнелле илӗртсе чи ҫутӑ ӗмӗтсене пурнӑҫа кӗртме хавхалантаракан хула пулса тӑтӑр.

Шупашкар хулине Раҫҫейри чи хӑтлӑ хула, пурӑнма чи лайӑх вырӑн статусне малалла та тивӗҫлипе тытса пыма сунатӑп!

Хула Кунӗ ячӗпе!

 

  

Чӑваш Республикин 

              Пуҫлӑхӗ                                                                                                     Олег Николаев

Поделиться:
Распечатать