1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Июль 2024 г.
24 сентября 2023 г. 20:17

Олег Николаев поздравляет с Днем машиностроителя

Машинӑсем тӑвакан отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Машиностроитель кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Машинӑсем тӑвакан отрасль  40 пин ытла специалиста пӗрлештерсе тӑрать, вӑл – Чӑваш Республикин пӗтӗм промышленноҫ комплексӗн ҫирӗп никӗсӗ.

 Инженерсемпе конструкторсен тата рабочисен ырми-канми тӑрӑшулӑхӗпе пысӑк яваплӑхне пула техникӑн лайӑх пахалӑхне тата шанчӑклӑхне тивӗҫтерме май килет, ӑна туса кӑ-ларассин калӑпӑшӗ ӳсет, чылай отрасльпе сферӑра, ҫав шутра чикӗ леш енче, те питӗ кирлӗ ҫӗнӗ продукци калӑпланса тухать. Вӑл чикӗ леш енчи тавар туса кӑларакансемшӗн тивӗҫлӗ конкурент шутланать. Кӑ­ҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта кӑна Чӑваш Енре туса кӑларнӑ маши-нӑсене, оборудованипе транспорт хатӗрӗсене экспорта ярасси икӗ хут ытла ӳснӗ. Асӑннӑ кӑтарту республика ют ҫӗршывсене сутакан таварсен ҫур пайӗпе танлашать.

Профессие чунтан парӑннӑшӑн, ырӑ йӑла-йӗркене сыхласа упранӑшӑн тата «Чӑваш Енре туса кӑларнӑ» текен ята ҫӳллӗ шайра тытса пынӑшӑн сирӗнтен кашнинех тав тӑватӑп. Сире ҫитӗнӳсем тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин

         Пуҫлӑхӗ                                                                                 Олег Николаев

Поделиться:
Распечатать