Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем, хаклӑ ентешсем!
Сире Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!
Ҫӗршывӑмӑрӑн 1993 ҫулта йышӑннӑ Тӗп саккунӗ патшалӑх пурнӑҫӗн пӗтӗм сферинех ҫӗнетессине пысӑк витӗм кӳнӗ, Раҫҫей суверенитетне ҫирӗплетме пулӑшнӑ, гражданла общество йӗркелеме тата право тытӑмне тӗреклетме май паракан никӗс хывнӑ.
Раҫҫей Конституцийӗнче пирӗн обществӑн ҫакӑн пек тӗп хаклӑхӗсене – саккун умӗнче пурте тан пулнине, сӑмах тата шухӑшлав ирӗклӗхне, ирӗклӗ куҫса ҫӳрессине, ӗҫ тата вӗренӳ правине, ҫемьене тата амӑшлӑха хӳтӗлессине – сӑнарлакан демократи принципӗсене ҫирӗплетсе хӑварнӑ. Тӗп документ кашни ҫын хисепе тивӗҫлине палӑртать тата кашнинех хӑйӗн пултарулӑхне туллин уҫса памалли майсене гарантилет.
Раҫҫей халӑхӗ Конституци йӗркисемшӗн сасӑланӑ, пирӗн тӗллев – унта ҫирӗплетсе хӑварнӑ хаклӑхсене шанчӑклӑн упрасси, вӗсем ҫине таянса эпир ҫӗршывӑмӑра кал-кал аталантарма пулӑшакан наци проекчӗсене пурнӑҫлатпӑр, социаллӑ гарантисене ҫирӗплететпӗр, ырӑ пуласлӑхшӑн тӑрӑшса ӗҫлетпӗр.
Хаклӑ ентешӗмӗрсем! Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ҫитӗнӳсем тата малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма сунатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.Николаев