1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 21 Ноябрь 2024 г.
4 августа 2024 г. 23:16

Олег Николаев поздравляет с Днем железнодорожника

Хисеплӗ чукун çул транспорчӗн ӗçченӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Хальхи тӗнчере пирӗн пысӑк çӗршывӑн чукун çул магистралӗ стратеги тӗллевӗсене  пурнӑçлас енӗпе питӗ пӗлтерӗшлӗ. Чукун çул ӗçченӗсем тӑрӑшнипе çав тери кӑткӑс, çав вӑхӑтрах йӗркелесе çитернӗ механизм пӗр чарӑнми кал-кал ӗçлесе пырать. Вӑл миллионшар пассажира илсе çӳрессине, вуншар миллон тонна груз турттарассине тивӗçлӗн йӗркелет.

 Чӑваш Енре чукун çул тытӑмӗнче 2 пин ытла çын ӗçлет. Асӑннӑ тытӑмра тӑрӑшакансен республикӑн кӑна мар, çӗршывӑмӑрӑн социаллӑ тата экономика аталанӑвӗнчи тӳпине пӗтӗмпех хакласа çитерме те çӑмӑл мар. Ҫуллен çӗнӗ маршрутсем уçӑлаççӗ, куçса çӳрекен составсем, вокзалсемпе депосем çӗнелеççӗ, пассажирсен ыйтӑвӗсене тивӗçтерессин шайӗ лайӑхлансах пырать.

 Чӑваш предприятийӗсем «Раççей чукун çулӗсемпе»  производство тӗлӗшпе çулран çул çирӗпрех çыхӑнса ӗçлеççӗ. Вӗсем электротехника оборудованийӗпе, тимӗртен тунӑ изделисемпе, лакпа витнӗ продукципе, чӗр таварпа, строительство материалӗпе тивӗçтерсе тӑраççӗ. Кӑçал çулталӑк пуçланнӑранпа «Раççей чукун çулӗсем» акционерсен уçӑ обществин сетӗнче Чӑваш Республикинчи груз тиевӗ  236 пин тоннӑпа танлашать. Ҫакӑ пӗлтӗрхи кӑтартуран 4,7% ытларах.

 Пассажирсен юхӑмӗ те ӳсет. 2024 çулхи пӗрремӗш çур çулта Чӑваш Енре 640 пине яхӑн çын чукун çул транспорчӗпе усӑ курнӑ. Ҫынсем  транспорт ку тӗсне хӑтлӑ та  шанчӑклӑ пулнӑшӑн, унпа çула тухсан чӳречерен тавралӑха сӑнаса пыма май пурришӗн кӑмӑллаççӗ.

 Сире пархатарлӑ  ӗçӗршӗн, профессие парӑннӑшӑн, ыттисемпе туслашса вӑй хума тата ырӑ улшӑнусем тума хатӗрришӗн тав тӑватӑп. Сирӗн ӗçе тивӗçлӗн хакласса, ырласа йышӑнасса шансах тӑратӑп!

Сире тата сирӗн çывӑх çынсене çирӗп сывлӑх, телей тата тулӑх пурнӑç сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ                               Олег Николаев

Поделиться:
Распечатать