1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 22 Февраль 2025 г.
10 января 2025 г. 13:45

РЕСПУБЛИКĂРА, ОКРУГРА

• Çĕнĕ çул умĕн Чăваш Енре çĕнелнĕ аэропорт уçăлнă. Андриян Николаев космонавт ячĕпе хисепленекен аэропорта уçма Раççей Президенчĕ Владимир Путин видеоçыхăну мелĕпе старт панă. Çĕнĕ терминал уçăлни ытларах самолета йышăнма, çĕнĕ рейссене хута яма май парассине палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. 2025 çулта çĕнĕ «Шупашкар—Калининград» маршрут уçма палăртнă. Малашне ют çĕршывсене те рейссем уçăлĕç. Аэропорта тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Унччен усă курмалли лапам 1500 тăваткал метр пулнă пулсан, халĕ — 5000 тăваткал метр. Хальлĕхе реконструкцин икĕ тапхăрне вĕçленĕ, юлашки виççĕмĕш тапхăрĕнчи юсава 2025 çулта малалла тăсĕç.

• Çĕнĕ çул умĕн Чăваш Республикинче Сăр юханшывĕ урлă хывнă регионти чи вăрăм кĕпер хута кайнă. Объектăн пĕтĕмĕшле тăршшĕ — 5,5 километр, кĕпер тăршшĕ — 2,4 километр. Федерацин асăннă объекта хывнă инвестицийĕ 17 миллиард тенкĕпе танлашнă. Ку кĕпер çĕршывăн Анăç енчи регионĕсене Уралпа çыхăнтарас тата Чăваш Республикишĕн муниципалитетсен çыхăнăвне йĕркелес, инвестицисем илсе килес, туризма аталантарас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.

• Ачасен каникулĕ январĕн 13-мĕшĕччен тăсăлĕ. Çак тапхăрта вĕсем Çĕнĕ çулхи нумай мероприятие, спорт вăййисене хутшăнаççĕ. Запорожье облаçĕнчи Чăваш Ен шефа илнĕ Бердянск районĕнчен те 45 ача хăнана килнĕ, вĕсем республика Пуçлăхĕн елкинче те пулнă.

• Кăçалтан «Çемье» наци проекчĕ ĕçлеме тытăнать. Унпа килĕшÿллĕн Раççейĕн 2030 çул тĕлне ÿсĕмлĕ демографие тивĕçтермелле, çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕне 81 çула çитермелле.

• Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствинче 2025 çулта округсенче пурнăçа кĕртме палăртнă пуçару бюджечĕн проекчĕ-сене суйласа илмелли конкурса пĕтĕмлетнĕ. 2025 çулта 3,3 миллиард тенкĕлĕх 1555 проекта ĕçе кĕртме палăртнă. Программăна хутшăнмалли заявкăсене пĕрремĕш хут дистанци мелĕпе «Чувашия. Онлайн» портал урлă йышăннă. Хальхинче программăна чи хастар хутшăнаканни Етĕрне округĕ, унăн — 186 проект, иккĕмĕш вырăнта Шупашкар округĕ — 133, Çĕрпÿсен — 113, Елчĕксен — 110 проект. Пирĕн Тăвай округĕ кăçал 93 проекта пурнăçа кĕртме палăртать. Пуçару бюджечĕн программине пурнăçлама кирлĕ мĕнпур укçан 80 проценчĕ таран республика бюджетĕнчен илĕç. Çак чи пысăк шая пирĕн Тăвай округĕ те тивĕçĕ. Чылайăшĕшĕн вăл 60 процент е унтан та сахалрах.

• Чăваш Ене пăрахутсем 2020 çулхинчен 3,5 хута яхăн ытларах килсе чарăннă, пассажирсен йышĕ 4 хута яхăн хушăннă. Ку вăл республика туристсемшĕн илĕртÿл- лĕ пулнине çирĕплетет, тенĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Раççей Транспорт министерстви «Юханшыв магистралĕ-сем» проекта пурнăçлама тытăннă. Çакăн тĕллевĕ — пассажирсене Атăл тăрăх хăвăрт илсе çÿрессине тивĕçтересси. Унпа килĕшÿл- лĕн 12 маршрута субсидилеççĕ, çав шутра — Чăваш Енрине, Тутарстанрине тата Чулхула облаçĕнчине.

• Чăваш Енĕн 342 спортсменĕ паян çĕршывăн пĕрлештернĕ командисен йышĕн- че — ку вăл «рекорд шайĕнчи кăтарту» пулнине спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Рябинина пĕлтернĕ. Çакăнпа пĕрле, паллах, наградăсем те нумайрах: 2024 çулта Чăваш Ен спортсменĕсем пысăк ăмăртусенче 2176 медаль çĕнсе илме пултарнă.

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать