1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 21 Февраль 2025 г.
10 января 2025 г. 14:07

Уявсене — пысăк йышпа

Мучар территори уйрăмĕнче хисеплĕ ĕç ветеранĕсене сумлă юбилейĕсемпе саламласси ырă йăлана кĕнĕ. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче Крупская урамĕнчи юбилярсене килĕсене кайса пĕчĕк парнесем парса, илемлĕ юрăсем юрласа кăмăлĕсене çĕклентернĕ ялти ветерансен тата пенсионерсен канашĕсен председателĕсем Валентина Лавровапа Екатерина Жаркова.

Иван Кузьмич Шибалов та çав урамра пурăнать. Кун-çулĕ тăван тавралăхпа çыхăннă. Кунтах çемье телейне тупнă. Ольга Николаевнапа пĕрлешсе виçĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса ÿстернĕ. 8 мăнукпа 6 кĕçĕн мăнукне куç тулли савăнăçпа кĕтсе илет 85 çулхи кил хуçи. Шел, мăшăрĕ çак куна кĕтсе илеймерĕ. «Ăшă сăн-питлĕ, ĕçчен те сăпайлă хĕрарăмччĕ»,— теççĕ ун çинчен кÿршисем. Ашшĕн юбилейне Николайпа Наталия Чулхуларан, кĕçĕн ывăлĕ Женя Мускав хулинчен çитнĕ. Тепĕр ывăлĕ Юрий юнашарах кил-çурт, хуралтă çавăрнă. Мăшăрĕпе Валентинăпа ватă çынна самантлăха та хÿт- лĕхсĕр хăвармаççĕ. Çывăхри мăнукĕсем те ырă кăмăлĕсемпе чун хĕлхемне сÿнме памаççĕ. Юбилейпе Çĕнĕ çул уявĕн кĕреки çывăх çыннисен çемйисемпе тулли пулчĕ Шибаловсен.

Иван Кузьмичăн ĕç çулĕсем руль умĕнче иртнĕ. 40 çул ытла панă вăл халăх хуçалăхĕн- че çак питех те кирлĕ профессие. Сахал мар груз турттарнă. Ферма хĕрĕсене çуллахи вăхăтра улăха ĕне сума леçсе, кайса илнĕ вăхăтсене ырăпа аса илчĕ. Каярах Тăвайри пушар чаçне опытлă водительсем кирлипе унта куçнă та вăл, пенсие тухичченех пушарнăйра тăрăшнă. Ăсталăхĕшĕн темиçе хутчен те Тав сăмахĕсене тивĕçнĕ. Тăвай районĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнĕ май, мăнукĕ Евгений Юрьевич аслашшĕн пурнăç çулĕпе ытларах та ытларах кăсăкланать. «Вут-çулăмпа кĕрешекен хуçалăх кивĕ çуртра вырнаçнă пулнă. Иван Кузьмич хальхи пушар чаçне уçма хутшăннисенчен пĕри. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçе улăштарман, Мучар деповĕнче пушар машинипе ĕçленĕ. Пире, мăнукĕсене, мĕн пĕчĕкрен техникăпа туслаштарнă, тÿрĕ чунлă пулма вĕрентнĕ»,— тет Евгений Юрьевич Шибалов, Тăвайри газ участокĕнче вăй хураканскер.

 

Поделиться:
Распечатать