1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 21 Февраль 2025 г.
10 января 2025 г. 10:40

Вăхăтра тăвасчĕ

Телевизор пăхатăн та, чылай çĕрте çанталăк лăпкă маррине куратăн: ăçта ял-хулана шыв илнĕ, ăçта пĕр каçрах çулсене юр хÿсе лартнă, ăçта çил-тăман алхасать е пăрлă çумăр çăвать... Хамăр патăрта акă юнкун каçхине çĕрĕпе тенĕ пекех çумăр çурĕ, юра ирĕлтерчĕ, çулсене пăрлантарчĕ, кĕçнерникун вара иртен пуçласах йĕпе юр йăскарĕ. Çавна май çулсем сĕлкĕш-ленчĕç, машинăна пăркаласшăн, суллантарасшăн. Инкек пуласси те çавăнтах. Çавăнпа çул-йĕрсене пăхса тăракансен вĕçĕмех тимлĕ пуласчĕ, йĕпе юр çума е çил-тăман шăлма чарăнасса кĕтсе тăрас марччĕ. Сыхланакана Турă та сыхлать, теççĕ. Çийĕнчех пурнăçласчĕ хамăрăн тивĕçе, нуша патне çитерес марччĕ. Тăрăшнăшăн, тимлĕ пулнăшăн çул çÿрекенсем, водительсем тав сăмахĕ калĕç.

 

Василий ИВАНОВ

Поделиться:
Распечатать