Улянкăра пурăнакан Анна Константиновна Птицова кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче 80 çул тултарнă.
Пурнăç çулне вăл ветеринари ĕçĕпе çыхăнтарнă. Вăрнарти совхоз-техникумра вĕренсе специальноç илнĕ Çăлпуç хĕрĕ Тăвайри ветстанцире ĕçлеме пуçланă та пĕр улшăнмасăр 43 çул вăй хунă.
Выльăх-чĕрлĕх чирлесен вăхăтне те, кану кунне те пăхса тăман, çийĕнчех пулăшма васканă, усăллă канашсем те панă кил хуçисене.
иплевçисенчен чи опытлисенчен пĕри пулнă. Çамрăксене ĕçре вĕрентсе пынă. Ахальтен-и тĕрлĕ чыслав унăн. «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята, Хисеп грамотисемпе Тав сăмахĕсене, парнесене тивĕçнĕ. Чылай вăхăт коллективри профсоюз комитетне ертсе пынă.
Юбилярăн кĕрекинче тĕрлĕ çĕртен килнĕ тăванĕсемпе пĕрле ветеринари службин ĕçченĕсем те пулнă. Апла манмаççĕ пултаруллăскере, тĕрлĕ ялсенчи ĕçтешĕсем хăйсен ăшă тав сăмахĕсене калама васканă.
Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци ертÿçи Геннадий Уткин юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламласа хаклă парне панă. Альбина Григорьева, Лидия Иванова, Лариса Симушкина унăн ĕçлес кăмăлĕ яланах хастар пулнине, çынсене пĕр шухăшлă пулма хавхалантарнине палăртса, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă.
АПК ветеранĕсен Союзĕн Тăвай округĕнчи уйрăмĕн Хисеп грамотипе унăн ертÿçи Николай Иванов чысланă. Вăл вăрçă ачин кун-çулĕ çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх пулнине кăтартнипе пĕрлех, Анна Константинована хăй вăхăтĕнче районта выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстер- се пырассипе пысăк тÿпе хывнине палăртнă.
А.К.Птицован çемйипе те савăнмалăх пур. Мăшăрĕпе икĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса ÿс- тернĕ. Юрийпе Евгения аслă пĕлÿ илсе Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ, тепĕр хĕрĕ Светлана çемйипе ялта тĕпленнĕ, Тăвайри тĕп больницăра УЗИ кабинетĕнчи медсестрана чылайăшĕ паллать ĕнтĕ.
Тăватă мăнукпа хавхаланать паян харсăр асанне-кукамай. Шел, мăшăрĕ иртерех уйрăлса кайрĕ пурнăçран. Пускилсемпе килĕштерсе пурăнать вăл. Вăй-халран аптăрамасть-ха, çуллахи вăхăтра çава тытса курăк та çулать, кÿршисемпе пĕрле ытти çĕр ĕçĕсене хутшăнать. Вăйран татăлмасăр тата нумай-нумай çул ыр курса пурăнмалла пултăр сирĕн, хисеплĕ ĕç ветеранĕ.
Анатолий МИХАЙЛОВ, Улянкă ялĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ