1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 21 Февраль 2025 г.
10 января 2025 г. 9:03

Виççĕмĕш хут отпускра пулнă

Кун-çул утти сисĕнмесĕрех малалла талпăнать. Район центрĕнчен аяккарах вырнаçнă Нÿшкасси ялĕн çыннисенчен чылайăшне унчченех паллатăп эпĕ. Хăйсем те, Тăвайне килсен-тусан, редакцие кĕрсе тухаççĕ, пурнăçĕ тата ялта пурăнакансене мĕн пăшăрхантарни çинчен каласа параççĕ, çĕнĕлĕхсем çинчен пĕлтереççĕ. Çак ялти Галина Алексеевна Гаврилована та виçĕ-тăватă çул пĕлетĕп. Ĕçпе пынăччĕ эпĕ вĕсем патне ун чухне. Каялла киле кайма пуçтарăннă тĕле Галина Алексеевнан ывăлĕпе кинĕ те çăмăл машинăпа пырса чарăннăччĕ хăйсен хапхи умне, пĕр-пĕрне алă тытсах сывлăх суннăччĕ эпир. «Саша эпĕ, ку вара манăн мăшăрăм Даша»,—тесе паллаштарнăччĕ вăл.

лерьевич Гаврилов 2022 çул вĕçĕнченпе Луганск таврашĕнче ятарлă çар операцине хутшăнать. Раççей Оборона министерстви ăна «СВО участникĕ» медаль тата «Çар ĕçĕсен ветеранĕ» удостоверени те панă. Унта вăл çав çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче мобилизаци йĕркипе кайнă. Ятарлă çар операцийĕнче вăл «Рыбак» чĕнÿ-пе çÿрет. Çавăн пек унăн позывнойĕ. «Çулласенче, пушă вăхăтра, вăлтапа пулла çÿреме юратать вăл, çавăнпах çак чĕнĕве суйласа илнĕ пуль»,— терĕ амăшĕ Галина Алексеевна.

Саша, Александр Гаврилов, 43-ре. Гавриловсем Нÿшкассине пурăнма куçса киличчен Канаш хулинче пурăннă, 6-мĕш номерлĕ строительство управленийĕнче ĕçленĕ. Галина Алексеевна хăй унта строительте, завскладра, инженер-диспетчерта тăрăшнине каларĕ. Çавăнпа Саша та малтан хулари шкулта вĕреннĕ, вунпĕрмĕш класа вара Элпуçĕнчи вăтам шкулта пĕтернĕ. Мускаври юридика институчĕн Шупашкарти филиалĕнче аслă юридика пĕлĕвĕ илнĕ. Унтан пĕр хушă право органĕсенче ĕçленĕ. Владикавказра икĕ çул çар службинче пулнă. Кайран, тĕпрен илсен, Канашри строительство управленийĕнче «Строитель» ОООра тăрăшнă, темиçе хутчен те Çурçĕрти Ухта, Сыктывкар хулисенче командировкăра пулнă. Унтан ятарлă çар операцине тухса кайнă. «Çĕршыва хÿтĕ-лемелле вĕт, эпĕ те çак ретре пулма тивĕç»,— тенĕ вăл килтисемпе сывпуллашса çула тухнă май.

Луганск таврашĕнче кăна мар, Донецк облаçĕн-чи Бахмут хулишĕн те çапăçăва кĕме тивнĕ унăн.

СВОри икĕ çул та икĕ уйăх хушшинче виççĕмĕш хут отпуска килнĕ вăл. Хальхинче декабрĕн 14-мĕшĕнче çитнĕ килне, 26-мĕшĕнче каялла кайнă. Саша, маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, çемьеллĕ. Унăн халĕ икĕ ача ÿсет: асли, Катюша, январĕн 27-мĕшĕнче икĕ çул тултарать, кĕçĕнни, Ксюша, ашшĕ виççĕмĕш хут отпуска килес умĕн çеç — декабрĕн 3-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Мĕн тери виçесĕр савăнăç ку ашшĕшĕн — калама та йывăр. Ывăлĕ отпуска килнĕ ятпа амăшĕ çывăх тăванĕсене те пухнă хăйсем патне, хăналаннă май, чылайччен шăкăл-шăкăл калаçса ларнă. Амăшĕ ывăлĕнчен СВОри пурнăçĕ, унти лару-тăру пирки ыйтнă. «Сана телевизор пăхни те çителĕклĕ анне, нимĕн те ан пăшăрхан, пурте йĕркеллĕ пулать»,— тенĕ ывăлĕ. «Ăнланатăп сана, хăвăн ачусене хăвăн ÿстерес пулать. Çавăнпа кĕçех сывă та тĕреклĕ тата çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтетпĕр»,— чун-чĕререн ырă суннă Галина Алексеевна.

Ывăлне отпускран СВОна (сăн ÿкерчĕк- ре) Канашри чукун çул вокзалĕнчен ăсатса янă — амăшĕ, мăшăрĕ Даша, ачисем, тăванĕсем. Вĕсем хушшинче Галина Алексеевна мăшăрĕн шăллĕ те пулнă — вăл Афганистанри çапăçусенче пиçĕхнĕ.

— Савăнатăп, Ксюшăпа Катюша мăнукăмсем вăй-хал параççĕ мана ывăлăма çапăçуран тĕрĕс-тĕкел, çĕнтерÿ-пе кĕтсе илме. Кинĕм те питĕ лайăх, килĕштерсе пурăнатпăр. Вăл кăçал Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухать, дипломлă специалист пулса тăрать. Вăл вĕренÿре чухне мăнукăмсене хам пăхатăп, ывăлăма та, кинĕме те май килнĕ таран çăмăл пултăр тесе чун-хавалне паратăп,— сăмахне вĕçлет Галина Алексеевна, пурне те ырă сунса.

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать