1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 23 Февраль 2025 г.
17 января 2025 г. 14:21

Ашшĕ-амăшĕн çулĕпе утнăĕ Геннадий Петрович Петрова асăнса

Çул хыççăн çул иртет. Пĕр сисĕн-месĕр. Акă черетлĕ Çĕнĕ çул та çитрĕ. Çуллен хаваспах кĕтетпĕр çак уява. 1938 çулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ эсĕ. Ун чухне Гурий Петрович Петровпа Васса Алексеевна Алексеева Тушкил шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. Иккĕшĕ те Улатăрти педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Вĕсене Тушкиле ачасене вĕрентме янă. Унтах çемье çавăрнă. Вĕсен пĕрремĕш ывăлĕ çут тĕнчене килнĕ. Гена ят панă ăна. Кĕçех ашшĕне, Гурий Петровича, çара илнĕ. Финн вăрçине лекнĕ вăл, çемйине çапах та Вăрманхĕррине куçарса хăварнă. Хăй вăл çавăнта çуралса ÿснĕ те, тăван ялне ĕнтĕ. Васса Алексеевна Чÿкçырми шкулĕнче вĕрентнĕ çавăн хыççăн, тепĕр ывăл та кун çути курнă 1940 çулхи февраль уйăхĕнче. Гурий Петровичăн салтак çулĕ вăрăм пулнă. 1941 çул. Вăрçă пуçланнă. Çапла вара салтакăн киле таврăнма часах май килмен. Вăрçă хыççăн вĕсем, ялти учительсем, Кармал шкулĕнче вăй хунă. Ачисем те унтах вĕреннĕ. Кÿршĕри Тĕмер шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ. Аслă ывăлĕ Геннадий ашшĕпе амăшĕн çулне суйласа илнĕ. Шупашкарта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ. Çемье çавăрсан, Вăрмар районĕнчи Арапуç шкулĕнче вунпĕр çул хушши ачасене физика вĕрентрĕ. Çав хушăрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕренсе алла диплом илчĕ. Чулхула педагогика институтĕн- че географи факультетĕнче те (ун чухне пирĕн республикăра ун пек факультет çукчĕ) вĕренчĕ заочно майпа. Çемье Шупашкара куçса килсен те, Геннадий Гурьевич шкултан уйрăлмарĕ — 25 хушши Шупашкар районĕнчи Апашри шкулта ачасене вĕрентрĕ, чăваш чĕлхипе, географипе пĕлÿ пачĕ. Тăрăшсах, кăмăлласах ĕçлетчĕ вăл шкулта. Арапуçĕнче вăл В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа паракан медале те тивĕçнĕ. Ĕç ветеранĕ те вăл. Спорта юратнă мĕн ачаран. Тăвайĕнче ирттерекен ăмăртусене хутшăннă. Шахмат, шашка ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене тухнă. Ашшĕпе амăшĕн çулĕпе утрĕ вăл. Çитмĕл çула çитичченех шкулта ачасене вĕрентрĕ. Йывăр чир ăна çитмĕл çул тултарсан пирĕнтен уйăрса кайрĕ. Пысăк çухату пулчĕ ку ачисемшĕн, тăванĕ-семпе тус-тантăшĕсемшĕн. Еплерех чуна тыткăнлакан сăвă çырчĕ чăваш поэчĕ Георгий Иванович Ирхи çав кунсенче. Çав сăвă йĕркисене вуланă чухне куç шывланать, çулсем иртнĕ пулсан та... Аса илеççĕ ăна хăй вĕрентнĕ ачасем. Çулсем иртеççĕ... Унăн çутă сăнарĕ тата та уçăмлăрах куç умне тухса тăрать. Манăçми кунсем. Ашшĕпе амăшĕн çулне суйласа илнĕ ывăл.

Роза ПЕТРОВА—АХТИМИРОВА, Вăрманхĕрри — Шупашкар

Поделиться:
Распечатать