Юнкун пирĕн Тăвай округĕнче, республикăри ытти çĕрти пекех, Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Кун йĕркинчи темăсем — ку чухнехи хатĕрсемпе усă курса тăвакан контактсăр ултавран тата граждансен банк карттисенчен укçа вăрлассинчен сыхланасси, коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсене индексацилесси, шкулчченхи тата шкул учрежденийĕсенче ачасен апатланăвне йĕркелесси, çулсене хĕллехи вăхăтра пăхса тăмалли контрактсене пурнăçласси.
Пĕрлехи информкуна Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, вырăнти депутатсем, территори пайĕсен начальникĕсем, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин пуçламăш уйрăмĕсен секретарĕсем, обществăлла палата, МИХсен представителĕсем, предприятисемпе учрежденисен ертÿçисем, ыттисем хутшăннă.
Малтанах пĕрремĕш актуаллă темăна сÿтсе явнинчен пуçланă. 2024 çулта Тăвай округĕнче, профилактика тĕлĕшпе мерăсем йышăннă пулин те, контактсăр майпа тунă 19 преступление шута илнĕ, вĕсене пула граждансем 4836 пин тенкĕ тăкак курнă. Укçа-тенкĕне вăрланин тĕп мелĕсем (кредит йĕркелени, банк карттинчен çаратни), укçа-тенкĕ хывни (биржăна), çыхăну услугисен килĕшĕвĕсене тăсни тата ытти те. Çак тĕслĕхсене Раççей ШĔМĕн районсем хушшинчи «Урмарский» пайĕн «Янтиковское» полици уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ Григорий Шадриков тата администраци пуçлăхĕн заместителĕ — организаципе тĕрĕслев, кадрсемпе ĕçлекен тата цифра аталанăвĕн пай начальникĕ Ирина Михайлова уçса панă. Вĕсем граждансене тимлĕрех пулма, пĕлмен номерсене хуравлассинчен сыхланма чĕнсе каланă.
Контактсăр преступленисене шута илсе, ялсем, çав шутра администраци участокĕсем тăрăх та, тĕплĕ анализ туни, профилактика ĕçĕ туса ирттернĕ çынсемпе контрольлĕ шăнкăравсем ярса çыхăнни, массăллă информаци хатĕрĕсен, баннерсен реклама майĕ-семпе туллин усă курни чылай пулăшма пултарнине асăннă хăйĕн сăмахĕ-нче округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов.
2025 çулта коммуналлă услугăсен тарифĕсене индексацилесси çинчен округ администрацийĕн строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕр- пе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Петров каласа панă. Пĕрремĕш çур çулта тарифсем ÿсмеççĕ, тенĕ вăл. 2025 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлесси 10 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче 10,7 процентран ытла ÿсмест, 11 муниципаллă йĕркеленÿре вара коммуналлă услугăсен уйрăм енĕсем, тĕпрен илсен, ăшă энергийĕн тарифĕсем, тĕлĕшпе экономика енчен никĕсленĕ тарифсем йĕркеленипе чи пысăк индекссем 10,8 процентран пуçласа 15,4 процент таран çирĕплетнĕ.
Çапла, Тăвай муниципалитет округĕпе коммуналлă услугăсен пуххишĕн (сивĕ шыв парса тăни, шыва юхтарса кăларни, ăшăпа, электроэнергипе, газпа тивĕçтерни тата коммуналлă хытă каяшсене турттарса тухни) халăх валли 12,8 процентлă индекс çирĕплетнĕ. Июлĕн 1-мĕшĕнчен улшăнаççĕ:
— сивĕ шыв парса тăнăшăн 1 кубла метршăн 21,40 тенкĕрен 23,62 тенке;
— шыв юхтарса кăларнăшăн 1 кубла метршăн 25,61 тенкĕрен 27,41 тенке;
— ăшăшăн 1 Гкал 2325,73рен 2638,06 тенке;
— электроэнергишĕн 1 кВт-сехетшĕн 3,09 тенкĕрен 3,47 тенке;
— газпа тивĕçтернĕшĕн 1 кубла метршăн 7,42 тенкĕрен 8,16 тенке;
— коммуналлă хытă каяшсене турттарса тухнăшăн 1 кубла метршăн 409,61 тенкĕрен 430,12 тенке.
Ку улшăну 36 çынна пырса тивет, вĕсен çакăн пек тулли коммуналлă услугăсем. Ытти коммуналлă пулăшу ĕçĕсен пуххиллĕ 12029 çыншăн тÿлев улшăнăвĕ 12,8 процентлă индекспа çирĕп-летнинчен пĕчĕкрех пулĕ.
Округри вĕренÿ организацийĕсенче ачасен апатланăвне епле йĕркелени çинчен округ администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан — вĕренÿ пайĕн начальникĕ Ирина Семенова презентацилесе тĕплĕн каласа панă.
Çулсене хĕллехи вăхăтра пăхса тăмалли контрактсене епле пурнăçлани çинчен строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Петров пĕлтернĕ.
Информкун майĕпе Тăвайри больницăра ĕçлекенсемпе те тĕлпулу иртнĕ.
Информкун итогĕсене округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов пĕтĕмлетнĕ. Вăл сÿт-се явнă темăсем пурте актуаллă пулнине, вĕсене халăх патне май килнĕ таран анлăрах çитерме кирлине кăтартса панă.
Çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.
Галина ЕГОРОВА, Иван ГЛАДКОВ