1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 22 Февраль 2025 г.
17 января 2025 г. 10:18

Хăмла гранчĕ

Чăваш Енри фермерсене пулăшма кăçалтан тата 2 гранта ĕçе кĕртĕç. Аграрисене пулăшма бюджетра пĕтĕмпе 4,55 млрд тенкĕ палăртса хунă.

Пулăшăвăн икĕ çĕнĕ енĕ пулĕ: СВО ветеранĕсемпе унта хутшăнакансем валли — «Агромотиватор», фермерсемшĕн — «Чăваш хăмли» грантсем. «Агромотиваторпа», федерацин пулăшу формипе, АПКра усă курса предприниматель ĕçне пуçарса ярас шанăç пур. Çак гранта конкурса пĕтĕмлетнĕ хыççăн илĕç. Кашни конкурсант пуçне 2025 çулта тивекен чи пысăк укçа виçине ЧР Ял хуçалăх министерстви çывăх вăхăтра палăртĕ.

«Чăваш хăмли» гранта республикăн «Агрокуçăм-2030» стратеги программинчен тухса тăракан тĕллеве пурнăçлама ĕçе кĕртеççĕ. Ăна валли кăçалхи бюджетран 191 млн тенкĕ уйăраççĕ. Ăна ятарлă техника, хăмла çитĕнтермешкĕн материал, пучах татмалли комбайн, ăна типĕт-мелли, упрамалли объектсем, «симĕс ылтăн» тымарне шăвармалли машина тата хунав туянма явăçтарĕç.

Поделиться:
Распечатать