Валериан Федорович Федоров (1924—1994) Тĕмер ялĕнче çуралнă. Фронта 1942 çулхи август уйăхĕнче тухса кайнă. Лейтенант. Взвод командирĕ. Ленинграда хÿтĕленĕ, чылай хулана, Литва, Эстони республикисене ирĕке кăларнă çапăçусене хутшăннă. Çĕнтерÿ хыççăн «Победа» совхозра ферма заведующийĕнче, строительсен бригадин бригадирĕнче, хăма çураканра, Тĕмер ял Совечĕн председателĕнче ĕçленĕ.
Ленинград блокадин «ункине» татас шутпа пирĕн çарсем 1943 çулхи январĕн 18-мĕшĕнче Шлиссельбург хулине штурмлама пуçланă. Çав тери хаяр çапăçу пулнă: икĕ енĕ те пысăк çухатусем тÿснĕ. Хулана совет салтакĕсем çĕнсе илнĕ пулин те, нимĕçсем хаяррăн атака хыççăн атака пуçарнă. Пирĕн салтаксем татах та паттăртарах çапăçнă. Вĕсем хушшинче Тĕмер каччи Валериан Федоров та хăйĕн атомачĕпе вуншар тăшмана леш тĕнчене ăсатнă. Шел, хăй те аманнă.
Сывалсан Красный Бор поселокĕшĕн пынă çапăçăва хутшăннă. Кунти çÿллĕ вырăна нимĕçсем хăйсенче хăварасшăн пĕтĕм вăйран талпăннă. Анчах та 1943 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче пирĕн çарсем ăнсăртран тапăнса, шурлăхлă вырăнсем тăрăх утса-шуса пырса Красный Бора кĕнĕ. Икĕ енчен те пиншер-пиншер çухатуллă çапăçу пулнă вăл. Акă, мĕн каласа панă çав вăхăта сăнласа штаб связисчĕ: «Юр ирĕлме, çĕр хуралма пуçланăччĕ. Красный Борпа Колпино хушшинчи айлăмра кăна çĕр юрпа витĕн- нĕ евĕр шурă тĕслĕ курăнатчĕ. Темиçе кун иртсен те унта шап-шурах тăнă. Шурлăхра юр часах ирĕлмест пуль, тесе шутларăмăр. Ăшă, хĕвеллĕ кун айлăма анса пăхрăмăр. Унта юр мар, салтаксем çинчи шурă маскировка халачĕсем пулнă иккен. Вилнĕ паттăрсем пĕр-пĕрин çумĕнчех выртса юлнă вăрçă хирĕнче. Çавăнпа та аякран ку пысăк лаптăк юрпа витĕннĕ пек курăннă».
Вăрçăн хăйĕн саккунĕсем: паян çитĕнÿ, ыран çухату е тепĕр майлă. Нимĕçсем пирĕн çарсен ку вырăнта малалла каяссине путарса лартасшăн пулнă.
1943 çулхи апрель-май уйăхĕ-сенче Красный Бор поселокшăн тепĕр хаяр çапăçу пынă. Валериан Федоров кунта та совет салтакĕн тивĕçĕсене паттăррăн пурнăçланă. Вĕсем, 12 салтак, ротăна (стрелоксен ротинче 160—170 салтак) çирĕплетсе панă участока 3 кун хушши куç хупмасăр хÿтĕленĕ. Нимĕçсен 10 контратакине путарса лартнă, вун-вун фашист ку çапăçусем хыççăн тек алла хĕç-пăшал тытайман.
Çак çапăçусемшĕн пирĕн ентеше «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медальпе тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăланă.
Мухтанатпăр паттăрсемпе!
Манмастпăр!