Нарăс уйăхĕнче «Ял ĕçченĕ» хаçат тухма пуçлани 90 çул çитет. Кăрлачра Чăваш пичечĕ хăйĕн праçникне паллă тăвать.
Эпир шкулта вĕреннĕ чухне почтăра ĕçлекенсем кашни киле кĕрсе хаçат-журнал çырăнтарнă. «Ял ĕçченĕ», «Пионер сасси» тата ытти хаçатсем çырăнаттăмăр. Район хаçачĕ пирĕншĕн чун апачĕ пулнă. Ăна вуламасăр апат çиме ларман та пулĕ.
Эпĕ 6-мĕш класра вĕренеттĕмччĕ. Пĕр номерте манран аслăрах класра вĕренекен Зоя Суракина заметкине вуларăм. Эпĕ те çапла çырма пултаратăп-çке тесе шухăшларăм. Эпир вĕреннĕ чухне эрнере пĕрре класс ертÿçи политинформаци ирттеретчĕ. Çакăн çинчен çырса ятăм пĕринче. Ун хыççăн шкулта пулса иртнĕ мероприятисем çинчен çырса тăнă хаçата. Февраль уйăхĕнче çыракансене обществăлла корреспондентсен ларăвне чĕнетчĕç. Активлисене Хисеп грамотисем парса чыслатчĕç, столовăйĕнче апат çитеретчĕç.
Шкул пĕтерсен производствăра ĕçлеме пуçларăм. Ĕçри юлташсемпе колхоз çитĕнĕвĕсем çинчен çыраттăм. Мучар ялне пурăнма куçсан та хаçатпа çыхăнăва татмарăм. Вырăс ялĕнче пурăнакансем тĕрлĕ наци çыннисемпе туслă пулни, СВОри салтаксене пĕрле пулăшма хутшăнни çинчен хускататăп статьясенче.
Ытларах юбилейсем, лайăх çынсем çинчен çырас килет. Çамрăксем вĕсем çинчен вуласа ырă тĕслĕх илччĕр тетĕп. Çынсене хисеплеме, юратма вĕренччĕр. 2016 çулта Раççейри журналистсен союзĕн членне илчĕç. Ку мана пушшех малалла талпăнма вăй парать. «Ял ĕçченне» тата интереслĕрех темăсемпе пуянлатас килет. Хаçата çыракан материалсене редакци ĕçченĕ-сем тĕрĕслеççĕ, кирлĕ сĕнÿсем параççĕ. Пичет кунĕ ячĕпе саламлатăп вĕсене.
Валентина ЛАВРОВА, Мучар ялĕ