Чăваш Енри кил хуçалăхсенче ĕç пуçарнисем иртнĕ çул продукци туса илме 205 млн тенкĕлĕх субсидипе усă курнă. Унпа 1647 ĕне выльăх, 540 единица техника, ыттине туяннă. Патшалăх вĕсене пулăшмалли йĕрке 3 çул вăйра ĕнтĕ. Унпа усă курас текенсен йышĕ тата субсиди калăпăшĕ çуллен пысăкланать.
22 çулта — 55,7 млн, 2023 çулта — 130,56 млн, 2024 çулта 205 млн тенкĕ куçарса панă, пулăшу 2371 кил хуçалăха пырса тивнĕ. Министерствăна заявка (939) ытларах ĕне выльăха пăхмашкăн субсиди илме тăратнă, вăл 22,9 млн тенкĕпе танлашнă.
Ĕне е çамрăк тына туянма субсидие илмешкĕн министерствăна 805 заявка çитернĕ, 1647 пуç туяннă (114,7 млн тенкĕлĕх). Ял хуçалăх техникипе оборудованийĕ туянма тухнă тăкакăн пĕр пайне саплаштарма ыйтса министерствăна 378 заявка пырса кĕнĕ, пулăшма 171,4 млн тенкĕ уйăрнă. Унпа ятарлă 540 машина туяннă.
Пыл производствине аталантарма 18 утарçă 1 млн тенкĕлĕх субсиди илсе, хăйсен укçине хушса материалсем туяннă. Патшалăхран субсидие тивĕçнĕ 87 кил хуçалăх вăкăр вăрлăхĕн тăкакĕн пĕр пайне унпа саплаштарнă, 58 хуçалăх 485 сурăх, 9-шĕ — 69 качака, 22-шĕ минерал удобренийĕ туяннă. 537 сурăхпа качакана пăхма 54 çынна, ашлăх ĕне выльăх самăртма 1 предпринимателе субсидиленĕ.
Кил хуçалăхра ĕç пуçар-нисене пулăшма кăçал бюджетра 225 млн тенкĕ пăхса хăварнă.