Хĕл шелсĕр — юрĕ те, çумăрĕ те çăвать, ирĕлтерет те, шăнтать те.
Çакăн пек чухне питĕ асăрхансан та, инкек пулма пултарать. Çапла ан пултăр тесен, çул-йĕр ĕçченĕсен çынсем çурран çÿрекен вырăнсене те — тротуарсене вăхăтра тасатса, хăйăр сапса тăрасчĕ. Иртнĕ кунсенче Тăвайри суту-илÿ точки умне тавар туянакансене чăрмавсăр кĕрсе тухма тăвар сапатчĕ унăн хуçи. Паллах, çапла тимлени — çынсен сывлăхĕшĕн, хăрушсăрлăхĕшĕн.
Иртен-çÿрен