1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 21 Февраль 2025 г.
17 января 2025 г. 9:08

Пирĕн ентеш-фронтовик 101 çулта!

2025 çул — Раççейре Çĕршыва хÿтĕлекенĕн, Чăваш Енре — Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕсем. Апла, ку çул пысăк пулăмпа палăрса тăрать. Аслă Отечественнăй вăрçăра пирĕн совет халăхĕ фашистла Германине çапса аркатнăранпа 80 çул çитет. Майăн 9-мĕшĕ — Çĕнтерÿ кунĕ. 27 миллион совет çынни çак вăрçăра çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе пуçне хунă. Пире мирлĕ пурăнма майсем туса панă. Çак паттăр ăрăва нихăçан та манмалла мар, вĕсем çитĕнекен çамрăксемшĕн чи ырă тĕслĕх пулса тăмалла.

Тăрмăшри тавра-пĕлÿçĕсем хăйсен ял историне тĕпчесе 10 ытла кĕнеке çырса кăларнă. Уйрăмах 2022 çулта кун çути курнă ял энциклопедийĕ пысăк вырăн йышăнать. Кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă фронтовиксене пурне те шута илсе вĕсен кĕске биографийĕсене çырнă, пуринне тенĕ пекех сăн ÿкерчĕкĕсене тупса вырнаçтарнă. Тăрмăшпа Лачкасси ялĕсенчен 626 çын (22 хĕрарăм) вăрçа хутшăннă, вĕсенчен 475-шĕ — Тăрмăшран. 322 çын пуçне хунă, 304-шĕ çĕнтерÿпе таврăннă.

Паянхи куна, тем пек шел пулсан та, Тăвай енре фронтовиксем юлмарĕç пулмалла. Анчах пирĕн Тăрмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Иван Григорьевич Григорьев çинчен хаваслă хыпар пĕлтерес килет. Вăл январь уйăхĕн 14-мĕшĕнче 101 çул тултарчĕ! Кăçалхи паллă Çĕнтерÿ çулталăкĕнче вăрçă ветеранĕ тата вĕсен ĕçчен те паттăр çемйи çинчен каласа пани вырăнлă пулĕ тетпĕр.

Ашшĕ Григорий Михайлович Михайлов виçĕ вăрçа хутшăннă: Граждан, Пĕрремĕш тĕнче тата Аслă Отечественнăй вăрçăсене. Мăшăрĕпе Александра Федоровнапа 8 ача çуратса пăхса ÿстернĕ вĕсем: 5 ывăл та 3 хĕр. Вĕсенчен 5-шĕ — 4 ывăлпа пĕр хĕрĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Ăраскалĕ вĕсен телейлĕ, ашшĕпе амăшне савăнтармалли пулнă пулас — пурте вăрçă хирĕсенчен киле сывă таврăнма пултарнă.

Еленăпа Мария Канашри медучилищĕре вĕреннĕ, медсестрасем пулса ĕçленĕ. Елена вăрçа хутшăннă. Кĕçĕн лейтенант званиллĕ хĕрĕн вăрçă пĕтиччен хăйсен эвакогоспиталĕпе тĕрлĕ фронтсем тăрăх çÿ-реме тивнĕ. Зоя каярах çуралнă. Колхоз фермисенче ĕçленĕ, производствăра хастаррипе палăрнă, Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçлĕ пулнă.

Григорий Михайловичпа Александра Федоровнан ывăлĕсем Николай, Алексей, Иван, Ивильян — орденсене тивĕçнĕ офицерсем. Асли Николай — майор, Польшăра Хĕрлĕ Çар атташе аппаратĕнче ĕçленĕ, Хусан университечĕн физикăпа математика факультетне, Ленинградра Çар транспорчĕн Академине пĕтернĕ. Алексей — артиллери лейтенанчĕ. Вăрçă хирĕнче контузи илсе выртса юлнă, партизансен отрядĕнче икĕ çул çапăçнă, хăрах урине çухатнă, инвалид. Вăрçăран таврăнсан пире Тăрмăш шкулĕнче физикăпа математикăна нумай çул вĕрентнĕ. Ивильян летчиксен училищинче вĕреннĕ чухне самолетпа аварине лексе аманнă. Вăрçă хыççăн Канашри учительсен, Хусанти химипе технологи институчĕ-сенчен вĕренсе тухнă, Шупашкарти Чапаев ячĕллĕ заводра тата энергетика техникумĕнче ертÿçĕре ĕçленĕ. Кĕçĕнни Василий автомеханик пулса Канашра, Тăвай районĕнче, тăван колхозра йĕтемре, газ хуçалăхĕн- че нумай вăй хунă.

Уйрăм сăмах Иван Григорьевич юбиляр çинчен пулĕ. Çĕр çултан иртсен кашни çуралнă кунах юбилей пек йышăнмалла ĕнтĕ. Вăл çемьере тăваттăмĕш ача, 1924 çулта çуралнă. Канашри педучилище пĕтернĕ хыççăн Енĕш Нăрваш шкулĕнче математика вĕрентнĕ. 1942 çулта вăрçа тухса кайнă. «Катюша» реактивлă артиллери машини çинче оператор пулса çапăçнă. 1945 çулта Гамбург нимĕç хули патĕнче союзла Англи çарĕпе тĕл пулнă. Вăрçă хыççăн Иван Григорьевич Хусан университетĕнче юриста вĕренсе тухнă, 1950—1963 çулсенче Вăрмар, Куславкка районĕсенче прокурорта, 1963—1965 çулсенче Чăваш республикин прокурорĕн çумĕнче ĕçленĕ. Унтан ăна Куславкка районĕн партин II секретарьне, вара ĕçтăвком ертÿçине лартнă, каярахпа ЧАССР партин обкомне куçарнă. 1985 çулта, пенсие тухнă пулсан та, ăна Министрсен Канашĕнче, Аслă Канаш Президиумĕн-че юрист ĕçĕсене 1990 çулччен туса пыма шаннă, 7 çул хушши Шупашкар хула депутатне, 3 хутчен ЧАССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă.

Иван Григорьевич — отставкăри подполковник. Ăна икĕ хутчен Хисеп Палли (1968, 1975 ç.ç.), II степеньлĕ Отечественнăй вăрçă (1985 ç.) орденĕ- семпе наградăланă. Вăрçăри паттăрлăхшăн «За боевые заслуги», «За отвагу», «За взятие Кенигсберга», «За Победу в Великой Отечественной войне 1941—1945 г.г.», Жуков медалĕ-сене тивĕçнĕ.

Мăшăрĕ Дария Ивановна (1924—2005 ç.ç.) кÿршĕллĕ Лачкасси ялĕнчен. Упăшкипе пĕр вăхăтрах Хусанта вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Д.И.Григорьева математика учителĕн дипломне илсе тĕрлĕ шкулсенче тăрăшнă. 1950 çулта çемье çавăрнă вĕсем, икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ. Людмила амăшĕн çулĕпе кайнă, гимназире математика вĕрентет. Наталия врач пулса ĕçлет. Икĕ мăнукĕ савăнтарать халĕ кукаçине.

Иван Григорьевич Григорьев 101 çул тултарни пирĕншĕн, ял çыннисемшĕн, чăннипех те тĕлĕнмел-ле мăнаçлантаракан пулăм, çав вăхăтрах кашнин чĕринче савăнăç туйăмĕ çуратать. Чухăн та çити-çитми пурнăçпа пурăнса, çирĕммĕш ĕмĕрти чи хаяр вăрçă хирĕсенче çапăçса киле таврăннă хыççăн 100 çул урлă каçма пултарнă вăл. Чăннипех те çирĕп сывлăхпа телейлĕ ăраскал пилленĕ ăна кун-çул тени.

Вăл хăех çÿрет, вулать, пурнăç çинчен каласа парать, икĕ хĕрĕпе, икĕ мăнукĕпе, курма килнĕ тăванĕ-семпе тарават калаçать. Эпир, унăн ентешĕсем, тăванĕсем, Тăрмăшри таврапĕлÿçĕсем, Иван Григорьевича питех те ăшă кăмăлтан çуралнă кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Ун валли тăван ял историйĕ çинчен çырнă икĕ кĕнеке хатĕрлерĕмĕр. Унсăр пуçне вĕсен нумай ачаллă çемйи çинчен ятарласа альбом турăмăр тата вĕсен йăх-тĕпне шыраса 1811 çул таранччен çемье списокĕсене тупса альбом çыртăмăр. Анчах хамăр делегаципе Шупашкара çитсе саламлама тÿр килмерĕ, мĕншĕн тесен хулара вирус чирĕсем çÿреççĕ, терĕç, ветерана сасартăк чирлеттересрен хăрарăмăр. Майăн 9-мĕшĕ тĕлне тĕл пулма килĕшрĕмĕр.

Пирĕнтен ветерана саламлама, парнесем пама Иван Григорьевичăн йăмăкĕн ывăлне Александр Семенович Яковлева (сăн ÿкерчĕкре сылтăмри) шантăмăр. Александр хăй те шалти ĕçсен службин подполковникĕ, асăннă кун амăшĕн пиччĕшĕ патне çитсе ял-йышран, Тăвай тăрăхĕнче пурăнакансенчен пысăк салам сăмахĕсем каланă. И.Г.Григорьев ăна тата хăйĕн аппăшĕпе тепĕр йăмăкĕн ывăлĕсене (сăн ÿкерчĕкре сулахай енче) тарават кĕтсе илнĕ, ял çыннисем çинчен ыйтса пĕлнĕ. Нумайăшне халĕ те астăвать иккен вăл. Ял историйĕ, вăрçă ветеранĕсем çинчен кĕнекесем çырса кăларнинчен тĕлĕннĕ, парнесемшĕн чунтан савăннă, пурне те салам калама хушнă.

Юлашкинчен çакна палăртса хăварас килет. Григорьевсен çемйи пирĕн- шĕн пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Уйрăмах çитĕнекен ăрушăн. Вĕсем — ĕçре пиçĕхнĕ, тĕрлĕ хĕн-хурпа асапа чăтса ирттернĕ, вăрçăсенче тăшмансене çĕнтернĕ, вĕренсе тухса тĕрлĕ ĕç вырăнĕсенче пысăк çитĕнÿсем тунă, ял-йышра, республикăра хисеплĕ çынсем. Чыс та мухтав вăрçăпа ĕç паттăрĕсене! Вĕсем пирĕн асра пулĕç!

Эпир, тăрмăшсем, Тăвай енсем, хамăр ентеше, хисеплĕ ветерана Иван Григорьевича 101 çул тултарнă май чĕререн саламлатпăр, тата та нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, ырă кăмăл-туйăм, телейлĕ кун-çул сунатпăр.

 

Тăрмăш ялĕн таврапĕлÿçисен ячĕпе Вячеслав СИДОРОВ

 

(Сăн ÿкерчĕксем çемье архивĕнчен)

Поделиться:
Распечатать