1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 23 Февраль 2025 г.
17 января 2025 г. 14:45

Пĕрремĕш трактористка

Екатерина Гавриловна Гаврилова 1914 çулта Сăхăтпуç ялĕнче çуралнă. Çут тĕнчерен вара 1993 çулта — 79-та уйрăлса кайнă. Унăн документсем сыхланса юлман пирки, ывăлĕ Василий, вăл 1942 çулхискер, каласа панипе çырлахма тиврĕ.

Пирĕн ялта Анна Шусева трактористка та пур, ăна лайăх пĕлетпĕр. Вăл питĕ тăрăшуллă пулнă, ун ячĕпе хăй вăхăтĕнче кустăрмаллă трактор та панă колхоза. Телее, пурăнать-ха вăл, сывă пурнăç йĕркине тытать. Анчах вăл пĕрремĕш трактористка мар, аса илекенсем Екатерина Гавриловнана пĕрремĕш трактористка тесе калаççĕ. Вăл чылай çул чăх-чĕп ферминче те ĕçленĕ. «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ. Çемьере ÿснĕ пĕртăванĕ, Михаил Гаврилович Гаврилов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă.

Çакнашкал хисепе тивĕçнĕ хĕрарăмăн биографине тĕплĕн пĕлеймерĕм пулин те, ăна халăх манманни, иртнĕ тапхăрта трактор рулĕ умне ларса, çĕр сухаланисем пирĕн асрах. Арçын ĕçне тума пĕлни те пысăк пултарулăх!

 

Лаврентий ДАНИЛОВ, Сăхăтпуç ялĕ

Поделиться:
Распечатать