1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 22 Февраль 2025 г.
17 января 2025 г. 14:50

Пуян содержаниллĕ

Раççей пичечĕн кунĕ XVIII ĕмĕртен пуçланать. 1703 çулхи кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Раççей патши Петр I хушнипе вырăссен «Ведомости» хаçачĕ çутта тухнă. 1906 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Хусанта «Хыпар» чăвашла пĕрремĕш хаçат пичетленме пуçланă, çак уйăхăн виççĕмĕш вырсарникунĕнче чăваш пичечĕн кунне паллă тăваççĕ. «Ял ĕçченĕ» хаçатăн малтанхи номерĕ 1935 çулхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче кун çути курнă.

çченĕ» хаçата нумай çул çырăнса илетĕп. Çĕнĕ номер килессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Хаçата алла тытсанах пĕрремĕш страницăран пуçласа вĕçне çитичченех вулатăп. Тĕрлĕ ыйтăва хускатать хаçат. Унта хам палланă çынсен сăн ÿкерчĕкĕсене куратăп, хамăрăн Чутей ялĕнчи, çавăн пекех пĕтĕм Тăвай енри ĕç-хĕле, республикăри çĕнĕ хыпарсене пĕлетĕп. Ырă улшăнусемшĕн савăнатăп. Производство ĕçĕ-хĕлĕпе культура мероприятийĕ- сем çинчен сахал мар информаци пичетленет хаçатра. Уйрăмах округа аталантарас ĕçе куллен пысăк тÿпе хывакан хисеплĕ çынсем çинчен статьясем кăмăла каяççĕ. Кĕске калавсене вулама интереслĕ. Хальхи саккунсемпе паллаштарни те пĕлтерĕшлĕ ял халăхне. Çитес эрне валли телевидени программи пурри савăнтарать — ку питĕ меллĕ. Кашнинех хаçат урлă тăвансене, çывăх юлташсене, пĕлĕшсене саламлама май пур. Кунсăр пуçне, пĕлтерÿ-сем, реклама, çĕнĕ апат рецепчĕсем, медицина ĕçченĕ-сен статйисем, тĕрлĕ усăллă канашсем пичетленеççĕ.

Палăртса хăварас пулать, юлашки вăхăтра район хаçачĕ лайăх енне улшăнчĕ, ку ман шухăш çеç мар — ял çыннисенчен нумайăшĕнчен илтнĕ. Вĕсем хаçатăн çĕнĕ номерне тÿсĕмсĕррĕн кĕтнине куратăп.

Редакцире ĕçлекенсене, районти пичет ĕçченĕсен ветеранĕ-сене пурне те професси уявĕпе чунтан саламлатăп. Хаçат пире интереслĕ те кирлĕ информаципе тата нумай çул савăнтартăр.

Поделиться:
Распечатать