1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 22 Февраль 2025 г.
17 января 2025 г. 10:53

Республика, округ

• Регион наци проекчĕсене пур-нăçлассипе начар мар ĕçленине, 2025 çул валли лайăх никĕс хатĕрленине палăртнă республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕнĕ çул умĕн массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисемпе тĕл пулнă чухне. Чăваш Енĕн хăйĕн тупăшĕсем икĕ хут ытла пысăкланнă, вăтам ĕç укçи, регионăн шалти пĕтĕмĕшле продукцийĕ ÿс- нĕ. Республика çĕнĕ çулталăка çирĕп-летнĕ бюджетпа кĕнĕ — унта та хамăрăн тупăш самай пысăкланассине тĕпе хунă. Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çĕнĕ программи те хатĕр ĕнтĕ. Ăна Олег Николаев «стратегисен стратегийĕ», «мастер-плансен мастер-планĕ» тесе хакланă. «Ума пысăк тĕллевсем лартмалла — çавăн чухне питĕ нумай ĕç тума пултаратпăр»,— тенĕ вăл.

• 2024 çулта унчченхи наци проекчĕ-сем вĕçленни, 2025 çулта çĕннисем пуçланасси те нумай тĕллев кăларса тăратать. Çĕнĕ 19 наци проекчĕ ĕçе кĕмелле. Тĕп вырăнта — пурнăç стандарчĕ- сене çĕклесси, пулăшу ĕçĕсен пахалăхне малалла лайăхлатасси тата ытти те.

• Чăваш Енре паян Çĕнтерÿ кунĕнче чыслакан 3,1 пине яхăн çын пурăнать. Çак шутра — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 54 инваличĕ тата участникĕ, 2,3 пин тыл ĕçченĕ, вăрçа хутшăннисен 874 тăлăх арăмĕ, çул çитмесĕрех фашистсен лагерĕсенче нуша тÿснĕ 26 тата блокадăри Ленинградра пурăннă 24 çын. Пирĕн Тăвай округĕнче Çĕнтерÿ кунĕнчи чыслава тивĕçекен 42 çын пурăнать.

• 2024 çулхи 11 уйăхра республикăри нумай ачаллă çемьесем тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ вырăнне укçа илмелли правăпа 573, çак шутра пирĕн округра 3 çемье усă курнă, пурĕ пĕрле 142 миллион тенкĕ ытла илнĕ. Аса илтеретпĕр: çĕр вырăнне паракан тÿлев виçи 250 пин тенкĕпе танлашать.

• 2024 çулта коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе çыхăннă тÿлев тăкакĕсем пысăкланнине кура тивĕçекен çăмăллăхпа республикăра 2019 çын усă курнă, çав шутра — пирĕн округра пурăнакансем те.

• 2023 çул вĕçĕнче пирĕн округри виçĕ ялта — Çĕнĕ Ишпуçĕнче, Нÿшкассинче тата Чÿкçырминче çĕнĕ клубсем хута кайнăччĕ. 2024 çул вĕçленес умĕн те республикăри тăватă муниципалитетра çĕнĕ культура çурчĕсем алăкĕсене уçнă. 2025 çулта та Чăваш Енре 4 клуб хута ярĕç: вĕсем — Вăрмар тăрăхĕнчи Кивĕ Вăрмар ялĕнче, Йĕпреç округĕнчи Хурамалта, Улатăр округĕнчи Кивĕ Эйпеçре тата Патăрьел округĕнчи Татмăш ялĕнче.

• Чăваш Енре социаллă контракт çирĕп- летсе ĕçлекенсене патшалăх кÿрекен пулăшу виçи 2025 çулта икĕ хут ытла ÿсĕ. Вĕсене кăçал укçан пулăшма 996,5 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Ку сумма 4 пин ытла социаллă контракт йĕркелеме май парĕ. Пĕлтĕр пирĕн округра 50 çын социаллă контракт тунă.

• 2024 çулта республикăра мăшăрланнине çирĕплетекен 5137, çак шутра пирĕн округри ЗАГС пайĕнче 28 акта регистрациленĕ. 2025 çул пуçланнăранпа Тăвайри ЗАГС пайĕнче çакнашкал акта регистрацилени пулман-ха.

• Кăрлачăн (январĕн) 13-мĕшĕнче Раççей пичечĕн кунĕ пулчĕ. Çак кун 1703 çулта I Петр патша хушăвĕпе «Ведомости» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнă. Каярахпа, 1917 çул хыççăн, майăн 5-мĕшĕнче Совет пичечĕн кунне уявлама тытăннă. Вăл Совет Союзĕн тĕп хаçачĕ «Правда» пĕрремĕш хут кун çути курнипе — 1912 çулхи çу уйăхĕн (майăн) 5-мĕшĕпе — çыхăннă.

1992 çулта РФ Президенчĕн указĕпе Раççей пичечĕн кунне малтанхи пекех январĕн 13-мĕшĕнче паллă тума тытăннă.

Январĕн 19-мĕшĕнче вара — виççĕмĕш вырсарникун — Чăваш пичечĕн кунĕ. Ку вăл «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнă кунпа çыхăннă.

 

Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ

Поделиться:
Распечатать