Владислав Григорьевич Пастухов—Анаткас (1954 ç.) — журналист, адвокат, следователь, педагог, çичĕ кĕнеке авторĕ. Раççей писателĕсен союзĕн членĕ тата журналистсен союзĕн пайташĕ. Вăл Муркаш тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ нумай çул Тăвай ялĕнче пурăнать, кунти ача-пăча искусство шкулĕн-че çамрăксене шашкăпа шахматла выляма вĕрентессипе чуна парса тăрăшать.
Унăн вĕренекенĕсем пĕрре çеç мар округри, регионти турнирсенче çĕнтернĕ, республика чемпионĕ-сем пулса тăнă. Иртнĕ çул вĕçĕнче кăна унăн «Раççей-аннемĕре пуç тайса» ятпа сăвăсемпе поэмăсен пуххи пичетленсе тухрĕ.
Нумаях пулмасть Владислав Григорьевичăн тепĕр кĕнеки – «Шахматы и шашки — самые мудрые игры» («Шахматпа шашка — чи ăслă вăйăсем») кун çути курчĕ. Асăннă кĕнекере виçĕ тĕрлĕ спорт çинчен çырса кăтартнă: шахмат, вырăс тата тĕнчери шашкăсем. Чĕрĕ тата ансат чĕлхепе çырнăскере вулама кăсăклă. Автор ăна тин çеç выляма пуçлакансем тата квалификациллĕ шахматистсемпе шашистсем валли те, çавăн пекех ачасене шахматла-шашкăлла выляма вĕрентекен ашшĕ-амăшĕ, педагогсемпе тренерсем валли хатĕрленĕ. Халĕ пирĕн вулакансен те Тăвай ялĕнчи библиотекăра çак кĕнекепе паллашма май пур. Парнешĕн Владислав Григорьевича тав тăватпăр.
Татьяна МАНИШЕВА