Чутей территори уйрăмĕн-че час-часах спорт вăййисем йĕркелеççĕ. Çуллен Çĕнĕ çул уявне, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ-сене, Раштава халалланă волейбол, çулла вара футбол вăййисем иртеççĕ. Ăмăртусене Канаш хулинчен, округри ялсенчи командăсем, Тутарстан Республикинчи Кайбиц районĕнчи, юнашарти Хучсан ялĕнчи хăнасем хутшăнма кăмăл тăваççĕ.
Кăçал та кăрлач уйăхĕнче йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртнĕ. Вăл спорта юратакансене тата çак вăййа юратакансене уява пухнă. Шкул ачисен, студентсен, тĕрлĕ çулсенче шкултан вĕренсе тухнă çамрăксен тата ветерансен командисем пĕр-пĕринпе çивĕччĕн ăмăртнă. Кашниех хăйсен ăсталăхне, çаврăнăçулăхне, тавçăрулăхне кăтартнă. Малти вырăнсене çакăн пек пайланă: пĕрремĕш вырăна тивĕçлипех ветерансен команди йышăннă, 2-мĕшне студентсем çĕнсе илнĕ. Бронза медальсене шкул ачисене панă. Тĕрлĕ номинацисенче Стас Цырульников, Анна Титова, Андрей Афанасьев, Владик Шамбулин чи лайăххисем тесе палăртнă. Командăсене пурне те грамотăсемпе тата пылак призсемпе наградăланă. Мероприяти вĕçĕнче чей ĕçессине йĕркеленĕ, спорт сывă пурнăç никĕсне йĕркелени, дисциплинăна хăнăхтарни çинчен калаçнă.
Волейбол турнирне хутшăнакансем çакăн пек пысăк мероприяти йĕркеленĕшĕн территори уйрăмĕн начальникне Дмитрий Васильевич Белова тата тĕп судьяна, çак спорта юратакансен пĕр ăрăвне кăна мар çитĕнтернĕ, педагогика ĕçĕн ветеранне Виктор Васильевич Шамбулина тав тунă.
Зинаида ИВАНОВА, кĕмĕл волонтер, Чутей ялĕ