1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 21 Февраль 2025 г.
17 января 2025 г. 9:39

Тĕслĕх илет

Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачине сывă курасшăн. Ачасен сывлăхĕ çине вара тĕрлĕ фактор витĕм кÿ- рет тесе, асăрхаттараççĕ тухтăрсем.

Вăл шутра — çемье те. Унăн пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Шăпах çемьере ачасем малтанхи утăмсем тăваççĕ. Сывă пурнăç йĕркине те вĕсем кунта вĕренеççĕ.

Шăпах ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет те ĕнтĕ ачасем сывă ÿсесси, вĕсем малалла мĕнле пурăнасси те çемьере никĕсленет.

Ачасем пĕчĕк чухне гигиена правилисене пĕлсех каймаççĕ, сывлăхшăн тăрăшмаллине ăнланмаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ — ачасене сывлăха упрама вĕрентесси, ачасене пĕчĕкренех сывлăх пысăк пуянлăх пулнине ăнлантарасси.

Енчен те ашшĕ-амăшĕ хăй сывă пурнăç йĕркине пăхăнмасть пулсан, ку начар тĕслĕх. Вĕсем ачасем умĕнче пирус туртаççĕ пулсан, унăн сиенĕ пирки калаçни пуш сăмах кăна. Е вĕсем физкультурăпа туслă мар пулсан, кун пирки пуплени те сăмах вĕççĕнех юлать.

Ачасем ытларах чухне аслисенчен тĕслĕх илеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăйсене тĕрĕс тытсан çеç йĕркеллĕ ача-пăча ÿстерме пулать. Çавăнпа ачăрсене сывă курас тетĕр пулсан, хăвăр та сывă пурнăç çулĕпе утăр. Унсăрăн сирĕн ачасем камран тĕслĕх илĕç?

Ачасен психики çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çавăнпа ачасемпе тăтăш хутшăнмалла. Ашшĕ-амăшĕн ачисене хăйсене лăпкă тытма вĕрентмелле. Мĕншĕн капла тусан тĕрĕс, тепĕр майлă тусан тĕрĕс мар — çакна пĕтĕмпех ăнлантармалла. Ачасемпе куллен хутшăнни пĕр-пĕрне ăнланма пулăшать. Уйрăм канмалли кунсенче пĕрле пулма тăрăшмалла.

Килти ĕçсене пĕрле тума тăрăшмалла. Канасси те пĕрле пулсан лайăх. Кун пек чухне çемьере сывă хутшăнусем йĕркеленеççĕ.

Ача-пăча ÿстересси — пысăк ĕç. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн ку енĕпе сахал мар вăй хума тивет. Кун пек чухне сирĕн ачасем сывлăхлă тата чăн-чăн çынсем пулса ÿсĕç.

Татьяна ИГНАТЬЕВА, врач-нарколог

Поделиться:
Распечатать