Çĕнĕ çул уявĕсенче республикăра спортпа сывлăх декадине 150 пин ытла, округра 1800 ытла çын хутшăннă. Ăмăртусене Раççей Президенчĕн «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн халăха сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарассине тĕпе хурса йĕркеленĕ.
«Аль» спорт шкулĕн никĕсĕ çинче мини-футболла выляса çулленхи Раштав турнирĕнче «Туслăх» кубокĕшĕн ултă команда тупăшнă: «Турмыши», «Ян-Норваши», «Чутеево», «Аль-1», «Аль-2» тата «Аль» спорт шкулĕн командисем. Хĕрÿ кĕрешÿре «Аль-2» ФСК команди турнир çĕнтерÿçи пулса тăнă.