2024 çулта Тăвай округĕ-нчи пур категорири хуçалăхра пĕтĕмпе 24125,4 тонна сĕт туса илнĕ, çак шутра округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен тÿпи 19084,6 тоннăпа танлашнă. Çынсен хушма хуçалăхĕсенче 5040,8 тонна туса илнĕ. Асăннă продукци хисепĕ пĕлтĕр пĕтĕмĕшле 3,7 процент, çав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче вăтамран 4,8 процент ÿснĕ, ĕнесен продуктивлăхĕ умĕнхи çулхинчен 6,3 процент пысăкланнă, 7774 килограма çитнĕ. Аш хисепĕ те хушăннă, пур категорири хуçалăхра ăна пĕлтĕр 1405,4 тонна е умĕнхи çулхинчен 72,1 тонна нумайрах туса илнĕ. Ашăн ытларах пайне — 53 процентне — ял хуçалăх организацийĕсен фермисенче çитĕнтернĕ, 47 процентне — çынсен хушма хуçалăхĕсенче. Ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсен кашни 100 гектарĕ пуçне аш туса илессипе Надежда Федорова, Валерий Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕ-сем, сĕтпе Сергей Илларионов, Валерий Грачев хуçалăхĕсемпе «Акконд-агро фирма» акционерлă общество малтисен шутĕнче.
Пĕтĕмĕшле чи нумай сĕт туса илнипе 2024 çулта «Акконд-агро фирма» АО, Сергей Илларионов, Валерий Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕсем палăрнă. Çакă вăл округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕ туса хатĕрленĕ сводкăран та уçăмлă курăнать. Аккондçăсен хăйсен кăна вăл 8225,9 тоннăпа танлашнă, Илларионовсен — тăватă пин тоннăна яхăн тата ытти те. Ÿсĕме ытларах ĕнесен продуктивлăхне ÿстернĕ никĕс çинче тăваççĕ — çакă малта пыракан тата аталанакан хуçалăхсен паха енĕ.
Хальхи вăхăтра выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарас тапхăр пырать. Ку вăхăтра вĕсене лайăх пăхса усрани тата тивĕçлĕ тăрантарни, пысăк сăвăмшăн тимлени уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăрăшуллă коллективсем паянхи кун та хĕл варринче кашни ĕнерен талăкра вăтамран çирĕмшер килограмм е ытларах та сĕт суса илеççĕ. Çакăнпа пĕрлех çамрăк пăрусем тĕрĕс-тĕкел пăхса илесси те пысăк тимлĕх ыйтать, мĕншĕн тесен ĕнесен пысăк пайĕ хĕллехи тапхăрта пăрулать. Сывă та тĕреклĕ пăрусем пăхса илесси, вĕсене тĕрĕс-тĕкел ÿстересси — выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен пысăк тивĕçĕ. Çамрăк выльăхсем, пĕлетпĕр ĕнтĕ, кĕтÿ никĕсĕ пулса тăраççĕ.
Иван ГЛАДКОВ