1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 23 Март 2025 г.
17 января 2025 г. 14:56

Вырăнти пичет кăларăмĕшĕн савăнатăп

«Шурă хут çинчи сăмах хăватлă»,— тесе вĕрентетчĕ шкулта вĕреннĕ чухне тăван пичче, Анатолий Тимофеев сăвăç. Çавăнпа вăтам пĕлÿл- лĕ пулса тăнине çирĕплетекен аттестатлă пулсан Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме çул тытрăм. Пилĕк çул журналист профессине алла илес енĕпе тимлерĕм. Аслă пĕлÿллĕ специалист пулса тăрсан Тăвай енри редакцие ĕçлеме ячĕç. Унтанпа 39 çул иртрĕ.

«Ял ĕçченĕ» хаçата кăларнă çĕрте И.И.Гладков 53 çул, Р.В.Шумова 44, М.П.Семенова корректор 38 çул ытла тăрăшать.

Паянхи кун округри пичет ĕçченĕсен коллективне А.Е.Егорова çамрăк редактор ертсе пырать. Менеджерта В.А.Павлова, «Ял ĕçченĕ» вулакансемшĕн илĕртÿллĕ пултăр тесе дизайнерта Н.В.Александрова тимлет, С.П.Владимиров сайт ĕçĕсене йĕркелесе пырать.

Пурнăç çулĕсенчен çуррине ытла редакцинче ĕçлесе утса тухнă сукмакăма каялла çаврăнса пăхма ирĕк илтĕм тесе шутлатăп.

«Массăллă информаци хатĕрĕсем çинчен» закона 1991 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче йышăннă. Унăн пĕрремĕш статйинче хаçат-журнал ирĕклĕхĕ пирки каланă. Законăн тăваттăмĕш статйинче кăтартнă чарусемсĕр пуçне (экстремизмпа терроризм шухăшĕсене саракан, преступлени тума вĕрентекен, çын сывлăхне витĕм кÿ- рекен, патшалăх вăрттăнлăхĕсене уçса паракан, наркотик хатĕрлеме е сутма хистекен статьясене кун çути пама юрамасть) пурнăçри ытти çитменлĕхсем пирки уççăнах сăмах хускатма юрать.

Ача садĕнче, шкулсенче, сывлăх хуралĕнче ятарлă специалистсен ĕçлемелле. Пичетре те вĕреннисем ытларах пулсан аван. Шел, Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухакансем халь ялсене ĕçлеме килме васкамаççĕ. Çавăнпа республикăри округсенчи редакцисем умне кадр ыйтăвĕ çивĕч тухса тăрать. Хаçат-журнал, кĕнеке вуласа кăна пĕлĕве çĕнетнипе вырăнти пичет кăларăмĕсен содержанине пуянлатма йывăр. Тухтăрсемпе вĕрентекенсем, культура работникĕсем пекех журналистсене те пĕлĕвне çирĕплетекен курссем кирлĕ.

Журналистикăра ĕмĕре ирттернĕшĕн ÿкĕнместĕп. Малашне пичет тата витĕмлĕрех пуласса шанатăп. Кăçал, акă, Тăвайри муниципалитет округĕнче вулакансен йышĕ пĕлтĕрхинчен нумайланчĕ. Пичет çитĕнĕвĕсемшĕн савăнатăп.

Альбина НИКИТИНА

Поделиться:
Распечатать