1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 23 Февраль 2025 г.
17 января 2025 г. 10:22

Ырă ĕçе — чун ăшшипе

Тушкилти вăтам шкулта Елена Емельянова директор йĕркелесе пынипе ыр кăмăллăх центрĕ ĕçлет. Чун-чĕре хушăвĕпе пуçтарăнаççĕ кунта маттур хĕрарăмсем.

3х6, 3х7 метр калăпăшлă сеткăсене пĕр кунта çыхса хураççĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех вĕсем 30 яхăн тетел çыхрĕç. Культура çуртĕнчи ушкăн та вĕсенчен вĕренсе ăсталăха алла илчĕ. Зинаида Кириллова, Тамара Васильева, Галина Константинова, Алевтина Матвеева, Любовь Егорова, Фрида Никитина, Ефросия Яковлева, Надежда Федорова, Галина Павлова, Надежда Николаева, Лидия Алексеева, Надежда Егорова, Альбина Данилова чăннипех те хастарлăх кăтартаççĕ. Тăвайри ЦСОН директорĕ О.Н.Николаева вĕсене Тав çырăвĕ-семпе, округри ветерансен советне ертсе пыракан Р.А.Гурина ялти канаша Диплом парса чысларĕç.

Ыр кăмăллăх ушкăнĕ сеткăсем çеç мар, ăшă нускисем те çыхса хатĕрлет, фронта гуманитари пулăшăвĕ яма хутшăнать. Пирĕн салтаксем тăшмана çĕн- терсе часрах тă-ван киле таврăнччăр, теççĕ ялти волонтерсем. Çавăнпа чун ăшшипе хĕлхемне па- раççĕ ырă ĕç-сене. Ытти çынсене те хăйсен тĕслĕхĕпе хавхалантараççĕ.

 

Фрида НИКИТИНА, Тушкил ялĕ

 

Поделиться:
Распечатать