1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 22 Февраль 2025 г.
17 января 2025 г. 8:54

Ырри патне çитермест

Паянхи кун терроризма тÿрре кăларма хăтланни, уншăн пулни — пирĕн пурнăç йĕркипе килĕшсе тăман пысăк айăплă ĕç, уншăн каçармаççĕ, мĕншĕн тесен террорлăх киревсĕрлĕхе çул уçать, пурнăçа аркатать.

Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн следстви органĕ Шупашкарта пурăнакан 31 çулти çамрăк тĕлĕшпе УКн 205.2 статйин 2-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă пирки вуласа пĕлтĕм. Сăмах унта «террорла ĕçсем тума чĕнни, терроризма тÿрре кăларни тата ун майлă пропагандăлани» çинчен пырать. Çакă, тÿ-рех калăпăр, пĕртте ача вăййи мар.

Тĕпчев вăхăтĕнче палăртнă тăрăх, радикаллă тĕнчекурăмлă çамрăк, маларах ислам тĕнне йышăннăскер, 2024 çулхи март уйăхĕнче социаллă сетьсенчен пĕринче Мускаври «Crocus City Hall» суту-илÿпе кану центрĕнче теракт тунă хурахсен ушкăнĕн киревсĕр ĕçне тÿрре кăларакан материалсем вырнаçтарнă. Унсăр пуçне вăл хăйĕн çакнашкал тăрлавсăр ĕçĕпе чăннипе террористсене тÿрре кăларнине те пытармасть. «Çакăншăн кайран ÿкĕннине» палăртни те никама пырса тивмен пуш сăмахсем çеç. Çамрăка маларах та халăхсен хушшинче курайманлăх çуратнăшăн, Раççей хĕç-пăшаллă вăйĕсене дискредитациленĕшĕн темиçе хутчен те административлă майпа явап тыттарнă пулнă иккен.

Унăн хваттерĕнче ислам тĕнĕпе çыхăннă литература, пуртă, çĕçĕсем тупнă. Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ ăна следстви пынă вăхăтлăха хупса хума йышăннă. Çапла вăл тĕрĕс мар çулпа кайни ырри патне çитермест.

Поделиться:
Распечатать