Ямпулат ялĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Сăхăт шывĕ юхса выртать. Çырма леш енче пурăнакан вырăна халăхра «Америка» теççĕ. Маларах Сăхăт урлă каçса çÿреме кĕпер пулманран питĕ тертленнĕ çынсем. Халĕ пысăк кĕпер хывнă. Кăшт утсанах, пысăк тăвайкки. Ун айĕнче пысăк çăл тапса тăрать. «Америкăра» халăх йышлах мар, пурĕ 20 кил кăна. Çынсен хуçалăхĕсенче пурин те тараса пур пулсан та, кĕвенте çине витресем çакса çав çăлтан ĕçме шыв ăсаççĕ.
Пĕлтĕр халăх ыйтнипе пуçаруллă бюджет мелĕпе усă курса çăла çĕнĕрен чавса типтерлерĕç. Проекта пурнăçлама ЧР бюджетĕнчен — 586597, муниципалитетран — 74000 тенкĕ уйăрнă. Ял-йышран 74 пин тенкĕ укçана 3-4 кун хушшинче пуçтарса çитерчĕ Алексей Станиславович Миронов. Çăла хăтлăлатма унта пурăнакансем çеç мар, ялтан чылайăшĕ хутшăнчĕ. Пурне те тав сăмахĕ калас килет.
Турă шыва кĕнĕ кун Владимир атте çăла сăвапларĕ, кунти вырăна хăтлăланипе кăмăллă пулчĕ. Чăнах та ĕнтĕ, картлашка тăрăх анса хăпарни хăех пĕр асамлăх, пĕр-пĕр юмахри тĕлĕнтермĕ-ше аса илтерет. Кĕпе çăвакансем валли çĕнĕ килĕ вырнаçтарнă. Ăна Анатолий Федорович Козлов ăсталанă. Типтерлемелли те нумай пулчĕ. 4 кун хушши нимене пуçтарăнса ĕçленĕ ял-йыш. Ватă йăмрасене касса тирпейлеме ятарлă пăчкăпа, кам пуртă-кĕреçепе тухнă. Ниме вăйĕ çакăнта ĕнтĕ чăваш халăхĕн.
Антонина Миронова çинчен уйрăммăн асăнас килет. 8 ача амăшĕ, 87-ре пырать пулсан та, тирпейлеме те пĕр кун юлмасăр хутшăнчĕ. Кĕçĕн ывăлĕ- пе, кинĕпе, 2 мăнукĕпе шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ вĕсем. «Килте пĕтĕм услови пур япала çума. Анчах сивĕ шыв тапакан çăл патнех килес килсех тăрать»,— тет савăннине палăртса.
Юсав ĕçĕсене подрядчиксем пурнăçланă. Вĕсем вара çакăн пек туслăн та кар тăрса ĕçлекен ял халăхĕнчен тĕлĕннĕ иккен.
Юсанă çăлкуç кÿршĕри тушкилсемшĕн те юратнă вырăн пулса тăчĕ. Сиплĕ çăл шывне пысăк савăтпах тултарса каяççĕ.
Ял территори уйрăмĕн пуçлăхне А.В.Трофимова тав тăваççĕ çынсем. Çамрăкра юн вĕресе тăрать. Урамсенчи çулсене вĕтĕ чул сарса хытарса, ял халăхне çăмăллăх кÿме тăрăшнине те палăртаççĕ, ĕçре ăнăçу сунаççĕ.
Шăнкăр çăл шывĕ юхтăр шăнкăртатса. Сăвапланă шыв сиплĕхĕпе халăха савăнтартăр. Ял халăхĕн пурнăçĕ те çак çăл шывĕ пек тикĕссĕн шутăр.
Таисия ПЕТРОВА, ĕç ветеранĕ