Иван Николаевич Николаев 1907 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче Вăрманхĕр-ри ялĕнче çуралнă. Мускаври И.М.Сеченов ячĕллĕ медицина институтĕнче вĕреннĕ. Ачасен сывлăхне сыхлас енĕпе ĕçлекен Чăваш патшалăх наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕнче тăрăшнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн республика больницин гинекологи уйрăмĕн ертÿçинче, Чăваш АССРĕн Сывлăх сыхлав министерствин тĕп акушер-гинекологĕнче ĕçленĕ. Ăна ача амăшĕсемпе пепкисен сывлăхне сыхлас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе, ЧАССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ ятсене парса чысланă.
Иван Николаевич 1941 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнчен вăрçă çулне Хĕвеланăç фрон- тĕнчен пуçланă, çурла уйăхĕнчен 33-мĕш арми составне лекнĕ. Вăл хирурги ушкăнĕн уйрăм ротин начальникĕ, 2-мĕш гварди кавалери дивизин медсанвзвод командирĕ пулнă.
Санитарипе медицина батальонĕсенче, хирти госпитальсенче канăçа пĕлмесĕр, талăкĕ-талăкĕпе куç хупмасăр операци сĕтелĕ умĕнче иртнĕ врач-хирургăн çар служби. Аманнă салтаксене вĕçĕ-хĕррисĕр çапăçу хирĕ- сенчен илсе пынă. Операци хыççăн операци, тăшманăн бомбисемпе снарячĕ-сем госпитальсене чĕтретсе çеç тăнă. Чÿк уйăхĕнче пирĕн ентеш хăй те контузине лексе сусăрланнă. Ку инкекрен хăтăлнă-хăтăлман кулленхи ĕçне кÿлĕннĕ. Хăйĕн çÿллĕ шайри медицина пĕлĕвĕпе, çинетăраслăхĕпе çĕршер совет салтакĕпе командирсен пурнăçне çăлса хăварнă. 1942 çулта кăна пирĕн ентеш операцисем туса, сурансене сиплесе пĕтĕмĕшле 4364 пулăшу кÿнĕ.
Фронтра хĕрарăм çар çыннисем те сахал мар пулнă, вĕсен сывлăхне сыхлас ĕç хавшанине кура 1943 çулта И.Н.Николаев майора хăйĕн специальноçĕпе ĕçлеме шаннă.
Çак яваплă ĕçе тивĕçлипе пурнăçласа пынă вăл. Çар чаçĕсемпе пĕрлешĕвĕсенче салтак-хĕрарăмсен сывлăхне упрас енĕпе профилактика ĕçне çÿллĕ шая çĕкленĕ. Çав вăхăтрах Иван Николаевич сывату учрежденийĕсем валли кадрсем хатĕр-лессипе те чунне парса тăрăшнă. Мускавра мар, вăрçă хирĕнче пулса иртнĕ-çке çак йĕркелÿ ĕçĕсем. 1943 çулхи пуш уйăхĕнче 20 кун хушши пĕр медсанбатра пулса вăл çĕршер аманнă салтака вăрçă хирĕнчен лăпкăрах вырăна эвакуаци тума пулăшнă. Батальон врачĕсем çав тери ĕçпе тиеннине кура, йĕркелÿ ĕçĕсене айккине хăварса, хăй те темиçе кунта 75 операци тунă. Çакăнтах нимĕç снарячĕ-сен осколки лекнипе аманнă.
Çавăн пек хăйĕн ĕçне чунтан парăннă, пысăк пĕлÿллĕ тухтăра вилĕм- рен çăлăнса юлнă салтаксем Турă вырăннех хунă.
Вăрçăн тумхахлă çулĕсемпе вăл Берлина çитнĕ. 1945 çулхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче Польшăри Радом, Карчев, Томашув, Шадек, Швибус хуласен таврашĕнчи çапăçусенче çар тухтăрĕ пин ытла аманнă салтака пулăшу панă. Вольштын çывăхĕнчи госпитальте пĕр эрне хушшинче ыйхă мĕннине манса кайса, пĕр канми тенĕ пек тăрăшса 500 ытла салтака ура çине тăма пулăшнă.
Пушă вăхăт та пулман пулĕ тухтăрăн. Аманнă салтакăн пурнăçне çăлас ĕçре чи пĕлтерĕшли — çийĕнчех пулăшу пани. Кая юлтăн — пурнăç татăлать. Вăхăтра операци сĕтелĕ çине — шанчăк çуралать. Çавăнпа та çар хирургĕн пĕтĕм тĕллевĕ салтаксене вилĕмрен çăлассинче пулнă.
Вăрçă вăхăтĕнче Иван Николаевич Николаева Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степень орденĕсемпе, «Мускава хÿтĕленĕшĕн», «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн», «Берлина илнĕшĕн», «1941—1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германине çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă.
Вăл медицина службин подполковникĕ звание тивĕçнĕ.
И.Н.Николаева СССР Верховнăй Совет депутатне суйланă, ятне республикăри Ĕç Мухтавĕпе паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
Иван Николаевича Тăвай тăрăхĕнчи ача амăшĕсемпе хĕрарăмсем лайăх астăваççĕ ĕнтĕ. Вĕренсе тухсан ĕç çулне Тăвай больницинче пуçланăскер, кайран та сиплев учрежденине тăтăшах килсе çÿренĕ, нумайăшне пулăшнă. Ахальтен-и паян кунчченех ăшшăн аса илсе тав тăваççĕ ăна.
Н.И.Николаев 1993 çулта 87 çула кайса вилнĕ.
Владимир ШАКРОВ,
Тăвай муниципалитет округĕн
Общество палатин председателĕ