1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 13 Март 2025 г.
24 января 2025 г. 11:03

Ачасемпе укçа-тенкĕ çинчен калаçмалла...

Мĕн вăл финанс пĕлĕвĕ? Тăкаксене мĕнлерех тĕрĕслесе тăма пулать? Пурлăха епле упрамалла? Çак тата ытти ыйтусен хуравĕсене ăçтан тупмалла-ши? Халĕ Тăвай ялĕнчи «Точка опоры» модельлĕ библиотекăра («Культура» наци проекчĕн витĕмĕпе 2024 çулхи авăн уйăхĕнче çĕнелсе уçăлнă вăл) çак ыйтусем çине хурав тупма пулать.

Ахальтен мар ĕнтĕ ку библиотека финанс пĕлĕвĕн центрĕ те шутланать. Библиотекăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — халăхăн финанс пĕлĕвне ÿстересси. Çакна пула кĕнеке фончĕ те самай пуянланнă. Проектпа килĕшÿллĕн вулавăш финанс темипе 200 ытла кĕнеке туяннă. Пур ÿсĕмрисем валли литература суйлама пулать кунта. Кĕнеке шырама меллĕ пултăр тесе ятарласа «Финансовый навигатор» выставка йĕркеленĕ. О.С.Андреева кĕнекисем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Автор авăн уйăхĕнче Тăвай тăрăхĕнче иртнĕ «Укçа-тенкĕпе туслă пул» («Дружи с финансами») финанс фестивалĕн хăнисен йышĕнче пулчĕ.

Ольга Сергеевна — финанс пĕлÿ-лĕхĕн аталанăвĕн Ассоциацийĕн федераллă тата Пĕтĕм Раççейри «Пĕлÿ» обществăн эксперчĕ. 2024 çулта «Халăхăн финанс пĕлĕвне ÿстерес ĕçе тÿпе хывнăшăн» номинацире Пĕтĕм Раççейри финансистсен «Репутация» премийĕн лауреачĕ пулнă.

«Ачасемпе укçа-тенкĕ çинчен 6 çултанах калаçмалла. Ку ĕçре вара кĕнекесем, библиотекăсем, финанс эксперчĕсем те пулăшу парĕç»,— тет О.С.Андреева.

Асăннă мероприяти вăхăтĕнче вăл вулакансемпе калаçрĕ, кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравларĕ.

 

Татьяна МАНИШЕВА, вулакансене тивĕçтерекен пай заведующийĕ

Поделиться:
Распечатать