1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 22 Февраль 2025 г.
24 января 2025 г. 10:37

Çĕнĕ купель уçăлнă

Чăваш Республикинче пуçару бюджечĕн программи ăнăçлă ĕçлет. Çавна пула Тăвай округĕнчи ял территорийĕсенче те çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса, ял-урамсене хăтлăх кÿрсе нумай проект пурнăçланă.

Кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче Кăшарни умĕн Чутей ялĕнче савăнăçлă лару-тăрура купель уçнă. Ял халăхĕ тахçанах кун пирки ĕмĕтленнĕ. Граждансен пухăвĕнче территори уйрăмĕн ертÿçи Д.В.Белов çынсен сĕнĕвне (купель тăвасси пирки) хапăл туса йышăннă. Пуçаруллă бюджет мелĕпе çак проекта иртнĕ çулхи кĕр енне пурнăçлама май килнĕ.

Шыва кĕмелли вырăн ял хушшинче, чиркÿ çывăхĕнче, çăлкуç юхса выртакан çĕрте вырнаçнă. Купельте (йывăç пура) ăшă, çутă, ăна хăрушсăрлăх правилисене тĕпе хурса тунă. Кĕскен каласан, шыва кĕме хăтлă кунта. Анса улăхма меллĕ пултăр тесе карлăклă тимĕр пусма янтăланă. Алексей Бараматовпа Владимир Никонов строительсем питĕ тăрăшса пурнăçланă шанса панă тивĕçĕсене. А.К.Муханов предприниматель йĕркелесе пынă ĕçсене.

Çак проекта пурнăçлама республика бюджетĕнчен 1 млн та 165 пин те 580 тенкĕ уйăрнă, вырăнти бюджетран 174 пин те 842 тенкĕ янă, ял çыннисем 116 пин те 558 тенкĕ пухнă, Чутей тата Тăрмăш чиркĕвĕсен настоятелĕ Леонид Бараматов та хăйĕн ятĕнчен суммăн пĕр пайне уйăрса панă.

Купеле уçнă тата çăлкуçа тасалăх тивлечĕ кÿнĕ уява халăх нумай пухăннă. Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, территори уйрăмĕн начальникĕ Дмитрий Белов, Леонид Бараматов иерей, хăнасем, ял халăхĕ хутшăннă.

Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов 2024 çулта округра пуçару бюджечĕпе 115 проект пурнăçлани, çак программа ялсене аталантарассишĕн хăш объекта малтан тăвас ыйтăва татса пама вырăнти çынсене хутшăнма майсем туса пани çинчен палăртса хăварнă. Дмитрий Васильевич ял çыннисене, строительсене тав тунă. «Пурте пĕрле пĕрлешсе вăй хурсан халăх пуçарăвĕн мелĕпе ял валли татах та нумай кирлĕ ĕç тума пулать»,— тенĕ вăл.

Леонид атте шыва кĕмелли çурта, çăлкуçри шыва сăвапланă, савăнăçа пĕрле пайлама килнисене тав тунă. Купель пуриншĕн те чунпа тасалмалли тата ырă ĕçсем тума вăй-хăват илмелли вырăн пулмалли, 10 çул каялла кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче шăпах Чутей ялĕнче чиркÿ уçăлни çинчен асăннă.

Н.С.Куракина вĕрентекен Чăваш Республикин Пуçлăхне О.А.Николаева, ЧР правительствине, уйрăмах строительствăпа финанс министерствин, Тăвай округĕн, Чутей территори уйрăмĕн ертÿçисене, Леонид аттене, пархатарлă та сăваплă ĕçе йĕркелеме хутшăннă, укçа парса пулăшнă ял çыннисене пурне те тав тунă.

Зинаида ИВАНОВА, Чутей ялĕ

Поделиться:
Распечатать