1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 23 Февраль 2025 г.
24 января 2025 г. 14:47

Çĕр улми выставки

Черетлĕ çĕр улми выставки çитес çул мартăн 5-6-мĕшĕсенче Шупашкарти МТВ-Центрта иртет.

Выставка программинче çĕр улми ÿстерекенсем валли наукăпа практика конференцийĕ-сем, мастер-классем йĕркелеççĕ. «Иккĕмĕш çăкăрăн» тĕрлĕ сорчĕпе паллаштараççĕ. Тĕрлĕ вăрлăх сутма палăртаççĕ. Кунта çĕр улми туса илмелли техникăпа та паллашма пулать. Çĕр улмирен хатĕрленĕ апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Ача-пăча валли конкурссем ирттереççĕ.

Выставкăна йĕркелекенсем — республикăри Ял хуçалăх министерстви, çĕр улмин федераци центрĕ, «Агро-Инноваци» предприяти.

Регионсем хушшинчи выставкăна пурне те чĕнеççĕ.

Поделиться:
Распечатать