1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 23 Март 2025 г.
24 января 2025 г. 10:35

Хастарлăха ÿстерет, ĕмĕре вăрăмлатать

«Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Тăвайри социаллă пулăшу центрĕ çумĕнчи «Активлă вăрăм ĕмĕр» центр ĕçлени аслă ăрăвăн сывă пурнăçăн вăрăмăшне ÿстерме, сывлăхне упрама, обществăн тĕрлĕ сферине хутшăнмалли майсене анлăлатма пулăшать.

«Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ — Раççейре çынсен ĕмĕрне 2030 çул тĕлне 78 çула çитересси. Пирĕн центра çÿ- рекенсем пурте «кĕмĕл волонтерсем». Вĕсенчен çулĕпе чи асли — 88 çултан иртнĕ вăрçă ачи Елизавета Ильинична Ильина. Муниципалитет округĕнчи тĕрлĕ активлă ĕçе хутшăнакан, çулĕпе сумлăраххисенчен Мария Сергеевна Кузьмина, Римма Антоновна Гурина, Валентина Ивановна Васильева, Зоя Васильевна Герасимова, Нина Ивановна Никифорова, Зинаида Васильевна Иванова, Нина Николаевна Иванова, Фаина Аркадьевна Тимофеева, Мария Васильевна Ефремова тата ытти ĕç ветеранĕсене асăнмалла. Сывлăхпа çыхăннă тĕрлĕ ыйтусем çине усăллă сĕнÿ-хурав илме центрăн хастарĕсем, сывлăх сыхлавĕн- че нумай çул вăй хунă Тамара Васильевна Александрова, Галина Матвеевна Маковей, Светлана Ермолаевна Чернова врачсем те пулăшаççĕ. Медицина пулăшăвĕ илме ытти хуласене тухма центр хăйĕн транспорчĕпе тивĕçтерме пултарать.

Çакăн пек центр пурри аслă ăру çыннисене пултарулăха аталантарма, ватлăх çулĕсенче те маттур пулма, обществăшăн усăллă ĕçе хутшăнма майсем туса парать. «Активлă вăрăм ĕмĕрĕн» членĕсем 2024 çулта «Аслă ăру», «Социаллă туризм» проектсен тивлечĕпе Йошкар-Ола, Шупашкар, Тутарстанри Пăлхар тата ытти хуласене çитсе курнă, вĕсенчи историпе культура палăкĕсемпе паллашнă, нумай интересли пĕлнĕ. Уйрăмах Ылтăн Орда вăхăтĕнчи çурт-йĕрсене хăйсен куçĕпе курни асра юлнă. Тăвай тăрăхĕнчи 50 км тăршшĕ Сăрпа Хусан хÿтĕлев сооруженийĕсем тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă стела та тимлĕхсĕр юлман. Ыр кăмăллăх акцийĕсемпе форумĕсенчи пуçарулăх, «Эпир пĕрле!» чĕнÿпе маскировка тетелĕсем, окоп çуртисем, чĕртмелли хатĕрсем тума хутшăнни пурнăçри хастарлăха татах та ÿстерет.

СВОри салтаксене пулăшса гуманитари ĕçне пысăк тÿ-пе хывнине палăртса тата тав туса Тăвай енри ялсенчи кĕмĕл волонтерсен ушкăнĕ- сем ячĕпе кăçал унти çар командованийĕнчен Хисеп хучĕсем килнĕ. Апла, ватăлма вăхăт çук пирĕн ветерансен. Уçă сывлăшри скандинави уттин занятийĕсем, çĕнĕ проектсемпе халăх умне тухни, округ ертÿçисем вĕсене ырă çул пани, пулăшса пыни, пĕтĕмлетсе каласан, ушкăнпа ырă ĕçсене хутшăнни, ĕмĕре вăрăмлатнине палăртаççĕ кĕмĕл çÿçлĕ ветерансем.

 

Наталия ФЕДОРОВА,

Тăвайри халăха социаллă

пулăшу паракан центр ĕçченĕ

Поделиться:
Распечатать