1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 23 Февраль 2025 г.
24 января 2025 г. 15:06

Йĕрĕх çырмисенче эрех юхтарнă-и?

Тăвай тăрăхĕнчи Вăрманхĕрри, Вăтаяль, Кармал, Киччĕ, Çĕнçырма, Чутей, Тĕмер, Элпуç, тен, ытти ялсен таврашĕнче Эрех çырмисем пур. Ячĕ пирки сăмах хускатсан, пурте тенĕ пекех, çак çырмасенче ĕлĕк ял çыннисем вăрттăн эрех юхтарни пирки пĕлтереççĕ.

Çапла ăнлантарни ăруран ăрăва куçса пырать.

ЭРЕХ ЮХТАРНĂ

Кĕнекесенче те тĕл пулатпăр çакнашкал ăнлантарнине. Акă, «Дела и люди Янтиковского района» кĕнекере Вăрманхĕрри çумĕнчи Эрех çырмине вырăсла «Винный овраг» сăмахсемпе куçарса «Раньше в этом овраге варили вино» тесе çырать паллă район тĕпчевçи А.С.Семенов.

Вăл, паллах, кăна Н.И.Ашмарин словарĕпе усă курса çырма пултарнă. Унта çапла çырнине вулама пулать: «Пирĕн ял уйĕнче (ялтан кăнтăралла çур çухрăмра) Эрех çырми пур. Ĕлĕк унта çынсем эрех юхтарнă (1904 çулта ял çынни каласа панинчен). Асăннă словаре 1928—1950 çулсенче пичетлесе кăларнă.

Чăваш энциклопедийĕнче чăвашсем XIX ĕмĕр вĕçĕнче, XX ĕмĕр пуçламăшĕнче сăмакун юхтарма пуçлани пирки пĕлтернĕ.

Н.И.Ашмарин словарĕн-чи тĕслĕхре Вăрманхĕрри çынни 1904 çулта «ĕлĕк юхтарнă»,— тет. Миçе çулпа танлашать-ши унăн «ĕлĕкĕ?»

Эрех çырмисем республикăра тата унăн тулашĕн-че те пур. И.С.Дубанов тĕпчевçĕ хăйĕн «Топинимический словарь» кĕнекинче пирĕн районти Киччĕ, Красноармейски тăрăхĕнчи Шăпăрлăвар, Каçал таврашĕн-чи Асанкасси, Элĕк тата Пизенер Туктамăш ялĕсен çумĕнчи Эрех çырмисен пĕлтерĕшне эрех юхтарнипе çыхăнтарнă.

XIX ĕмĕр вĕçĕнче, XX пуçламăшĕнче Атăл тăрăхĕнчи Самар, Чулхула, Чĕмпĕр, Хусан кĕпернисенче пурăнакан чăвашсем те ял çывăхĕн-чи çырма-çатрана Эрех çырми (Винный овраг) теме пуçланă. Çак çырмасенче влаçра ĕçлекенсем эрех юхтарнăшăн штраф тÿлеттересрен хăраса е кунта талăкĕ-талăкĕпе пăр пек сивĕ çăл шывĕпе усă курса ял-йыш аншарли юхтарнă пирки калаççĕ унти чăвашсем. Самар тĕпчевçи çапла çырать: «Овраг в старину назывался «Винным оврагом». Название не требует разъяснений, оно всем понятно». Пурте килĕшеççĕ-и çак шухăшсемпе?

СЫН ЯЧĔ

Юхма Мишши писатель Элпуçĕнчи вăтам шкулта нумаях пулмасть ирттернĕ тĕлпулура эпĕ çак ыйтăва хускатнăччĕ. Вăл тÿрех: «Эрех çырми пĕлтерĕшĕ ÿсĕртекен шĕвек ячĕпе пĕртте çыхăнман. Эрех çырмисем Пушкăртра та пур, çырма ячĕ Эрех, Ирех çын ячĕсемпе çыхăннă»,— терĕ. Çакăн пек ăнлантарăва ытти тĕпчевçĕсен ĕçĕсенче те тĕл пулма тÿр килчĕ.

ЙĔРĔХ ÇЫРМИСЕМ

И.С.Дубанов Топонимика словарĕнче Сĕнтĕрвăрри округне кĕрекен ирх—Сирмы, Ирх-Сирмы—Кошки, Ирх—Сирмы—Ронги ялĕсен ячĕсенчи «ирх» сăмаха «йĕрĕх» сăмахпа танлаштарать. Канаш районĕнче Йĕрĕх çырми, Муркаш тăрăхĕнче Йĕрĕхкасси ялĕ пуррине пĕлтерет.

Тутар республикинчи Емелькино ялĕ çывăхĕнчи Эрех çырми çинчен Микулай Павловски тĕпчевçĕ çапла çырать: «Эрех çырми — это измененное «Йĕрĕх çырми». Йĕрĕх (Ирих) — по традиционным верованиям чувашей, божество-хранитель домашнего очага, дух, способный насылать на людей болезни». Ĕлĕкхи чăвашсем çак пуканене пÿрт таврашĕнче пĕр çул тытнă та çуркунне ялтан аякра вырнаçнă «Йĕрĕх çырмине» кайса шывпа юхтарса янă.

Чăваш халăх ăс-хакăлĕ-пе ÿнер академийĕн ертÿçи Е.Е.Ерагин 2017 çулта «Йĕрĕх» ятлă кĕнеке кăларчĕ. Кĕнекере этнограф чăваш хĕрарăмĕсен аталану чунăшне (туррине), йĕрĕхе тĕрлĕ енчен чылай тĕслĕхсемпе çирĕплетсе тишкернĕ. «Йĕрĕх кÿлепине (пуканине) хĕрарăм тумĕ тăхăнтарнă, ăна пÿрт таврашĕнче е кĕлетре упранă. Йĕрĕх — йăха хÿтĕлекен чунăш. Нумай музейсенче хĕрарăм сăнлă, хĕрлĕ çыхăллă, татăк-кĕсĕкрен е улăмран тунă пуканесене Йĕрĕх тесе кăтартаççĕ»,— çырать тĕпчевçĕ.

А.М.Симулин ăсчах (Элпуç ялĕ) çапла каласа кăтартнă: «Пирĕн килте те йĕрĕх пулнă, ялĕпех пурччĕ, пулмалла. Вăл кĕлетре кĕтесре çакăнса тăратчĕ: пĕр икĕ шит çÿллĕш те пурччĕ пуль, кивĕ пукане, те пир татăкĕсемпе хупланă ăна. Ăна тытма каламастчĕç, кукамай çавна питĕ тимлетчĕ. Вăл пукане эпĕ çарта чухне, 1950 çулсем варринче, пичче кĕлетĕн улăм çийне тимĕр-пе улăштарнă май, çухалнă пулмалла».

Хĕреслĕх (православи) килсе çитсен йĕрĕх пĕлтерĕшĕ чăваш тĕнчекурăмĕнче йăшма, арканма пуçлать. Чылай килте йĕрĕх пуканесенчен, кÿ-леписенчен, вĕсене çурхи шывпа юхтарса ярса, хăтăлаççĕ. Нумайăшĕ пĕр-пĕр вăрттăнрах вырăна (уйрăмах çырма-çатрана) кайса хунă. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл çырмасене ял-йыш çав ятпа палăртма пуçланă.

СĂМАХ ЫЛМАШĂВĔ

XIX — XX ĕмĕрсенче «йĕрĕх» сăмах чылай çĕрте хăйĕн ăнланăвне çухатма пуçлать. Çамрăксем хăйсен калаçăвĕсенче вăл сасăсен янравĕпе çывăх, хăйсем ăнланмалла «эрех» сăмахпа ылмаштарнă. Вăл вăхăтра «эрех» сăмаха «ерех» тесе каланă, çапла çырнă.

Кунта сăмахсене тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен калани те айккинче тăрса юлман пулĕ: йĕке-ике, йĕкел-икел, йĕтем-итем, йĕтес-етес, эрех-ерех, эрешлĕ-ерешлĕ, эрĕм-ерĕм, эрни-эрнипе-ерни-ернипе, «шăл йĕрсе ан тăр» — «шăл ерсе ан тăр».

КИРЕМЕТ ÇЫРМИСЕМ

Авалхи çынсен калаçăвĕ- сене çырса илнисенче «йĕрĕх» сăмахăн пĕлтерĕшĕ тĕрлĕрен пулни палăрать. «Йĕрĕх вăл — икĕ-виçĕ уйрăм çитĕнекен йывăç, ытларах хурама. Унта пурăнакан чунăш чăвашсемшĕн Киремет чунăшĕ пекех сиенлĕ мар»,— каласа кăтартнă 1889 çулта Чутейре пурăннă çын.

«Йĕрĕх» сăмах вырăнĕн-че те, акă, хăш-пĕр чух çав пĕлтерĕшпех «киремет» сăмахпа усă кураççĕ: кĕлетри киремет, киремет пăтти. Чылай вырăнта Йĕрĕх вырăнĕ Киремете куçнă. «Пÿр-трен, ампартан-кĕлетрен тухса вăл таврари (тăрăхри) пур çын кĕлтумалли, темиçе ялăн вырăнĕ пулса тăнă. Çапла вара, XIX ĕмĕртен пуçласа чăвашсем хушшинче çуралакан çĕнĕ сăваплă вырăнсене «йĕрĕх» сăмахпа мар, «киремет» тесе палăртаççĕ.

Пирĕн тăрăхри Йăнтăрчă, Лачкасси, Енĕш Нăрваш, Кивĕ Пуянкасси, Çăлпуç, Тăвай, Тĕмер, Тăрмăш, Чÿкçырми, Киччĕ ялĕсен çывăхĕнче Киремет çырмисем, сăрчĕсем, айĕсем пур. Ытти ялсен çывăхĕнче, тулли мар тишкерĕве шута илсе, е Эрех çырми, е Киреметпе çыхăннă вырăнсем тата та пур. Çÿлерех асăннă «йĕрĕх» сăмахпа «киремет» пĕрпекленни мар-ши ку пулăмра?

ПĔТĔМЛЕТŸ

Йĕрĕх çырмисем вăрттăнрах, çынсем çÿремен вырăнта пулнă, терĕмĕр. Ялтан яла çуран çул е лаша (нуша) урапи йĕрĕсем курăнсах кайман. Йĕрĕх çырмисем типĕ пулман пулмалла. Тен, çав йĕрĕх çырмисенчех эрех юхтарма тытăннă ял-йыш? Тепĕр шухăш та çуралать: кашни Йĕрĕх çырминчех «хаяр шĕвек» тунă-ши ял çыннисем? Пирĕн вăхăтри çынсене ăнланма та йывăртарах пулĕ: мĕнле-ха ял çынни катки-чĕресĕ, валашки, пăрăхĕ е сарлака савăчĕ, пушă кĕленчесем, типĕ вутти-шанки, ыттине урапа çине тиесе вăрттăн сăмакун юхтарма ялтан тухса каять? Кĕвĕç чунлă, усал ĕç туса ыттисене хуйхă кÿ-рекенсем те ялта мĕн авалтанах пулнă. Çăмăл пулман «çырма ĕçĕн» вăрттăнлăхĕ.

Шухăшĕсем çакăн патнеллех таврăнаççĕ: çырмасен ĕлĕкхи ячĕ çĕнĕ янравлă упранса юлнă пулмалла.

Владимир ШАКРОВ,

Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн хисеплĕ таврапĕлÿçи

Поделиться:
Распечатать