Январĕн 18-мĕшĕнче Çĕнĕ çула кĕнĕренпе пĕрремĕш шахмат турнирĕ иртрĕ. Хальхинче кĕрешÿ Тăвай округĕн пуçлăхĕн призне илессишĕн пычĕ. Тÿрех калăпăр, турнир хĕрÿ иртрĕ. 6 очко илме май пур çĕртен 6 пухса пĕрремĕш вырăна Константин Викторович Григорьев (Тăвай ялĕ) çĕнтерсе тухрĕ. Вăл пурне те çăмăллăнах парăнтарчĕ. Иккĕмĕш вырăна Владимир Иванович Семенов (Тăвай) йышăнчĕ, унăн 3,5 очко. Виççĕмĕш вырăншăн 3-шер очко пухнисем — Ю.П.Арестов, В.Г.Пастухов тата Г.А.Федотов — тупăшрĕç. Коэффициентпа шутласа виççĕмĕш вырăна В.Пастухов тухни паллă пулчĕ.